Паян «Хыпар» издательство ҫуртӗнче Раҫҫей Федерацийӗн улттӑмӗш суйлаври Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова пулнӑ. Кун пирки хыпарланинче хаҫатҫӑсем Алена Аршинова Вӗренӳ комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тӗп канашӗн президиумӗн пайташӗ пулнине те палӑртса хӑварнӑ.
Хыпарҫӑсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, Алена Аршинова издательство ҫурчӗн директорне-тӗп редакторне Михаил Арланова пуҫлӑха ларнӑ ятпа саламлама килнӗ.
Аса илтеретпӗр, ку должноҫе ӑна тинтерех лартнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Михаил Арланов Алена Аршиновӑна «Хыпар» хаҫат 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче 110 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. Издательство ҫурчӗ хальхи вӑхӑтра федерацин Атӑлҫи округӗнчи чи пысӑк медиахолдингсенчен пӗри пулнине, пӗтӗмпе 15 хаҫат-журнал кӑларса тӑнине каласа кӑтартнӑ. Депутат хаҫатҫӑсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.