Чӑваш Енри промышленность предприятийӗсем Архангельск облаҫе ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе тухса кайнӑ. Вӗсем вӑл тӑрӑхра паянтан пуҫласа раштавӑн 18-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Пирӗн тӑрӑхран кайнӑ йыша республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Михаил Резников, экономика аталанӑвӗн тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин ертсе пыраҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле ҫула пысӑк промышленность организацийӗсен — «Ҫеҫпӗл» предприятин, «Технотрон» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗ, «Элкон» обществӑн, «Техноприбор» предприятин, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн, «Яхтинг» обществӑн — ертӳҫисем кӗнӗ.
Чӑваш Ен делегацийӗ Архангельск облаҫӗн ертӳҫисемпе, унти тӳре-шарапа тӗл пулма, Северодвинскри «Севмаш» производство пӗрлешӗвне, карапсем юсакан «Звездочка» центра ҫитсе курма палӑртса хунӑ.