Культура
![]() Константин Яковлев (сылтӑмри), Абдулмаджид Гафуров (варринчи) Паян Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫесен министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Константин Яковлев «Таджиксен наципе культура центрӗ» Чӑваш Енри общество организацийӗн ертӳҫипе А.Х. Гафуровпа тӗл пулнӑ. Абдулмаджид Гафуров таджиксен Чӑваш Енри диаспори туса ирттерекен ӗҫ-пуҫ пирки каласа кӑтартнӑ. Сӑмах май, 600 ытла таджикшӑн пирӗн республика тӑван тӑрӑх пулса тӑнӑ-мӗн. Диаспора пуҫлӑхӗ вӗсем хӑйсене кунта хӑтлӑ туйнине пӗлтернӗ. Культура министрӗн твиӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев республикӑри халӑхсен этнокультурине аталантарма пулӑшни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Абдулмаджид Гафурова вӑл республикӑра нацисемпе конфессисен хушшинчи килӗшӳлӗхпе ҫураҫулӑха аталантарма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |