Раштавӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Станъял ялӗ ҫумӗнчи «Акатуй» уҫланкинче («Чемен крепоҫӗнче») «Тени наших предков» фестиваль иртнӗ.
Ҫарпа истори клубӗсен ҫак фестивалӗ кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртни пирки асӑннӑ тӑрӑхри Николай Смирнов пӗлтерет.
Ку тӑрӑхра пӗрремӗш хут иртекен кӑҫалхи фестивальне Раҫҫейри 10 хуларан 12 ҫарпа истори клубӗ хутшӑннӑ.
Пушкӑртсен тӗп хулинчен, Ӗпхӳрен, ҫухрӑма 800 км хыҫа хӑварса фестивале килнӗ Александр Шабалинпа Наталия Герасимова ертсе пыракан «Медвежий двор» вара чӑн-чӑн юрта лартса, кӑвайт чӗртсех кӑтартнӑ.
Малтанах куракансемпе хӑнасем, авалхи ҫар ҫыннисен реконструкциленӗ тумӗсемпе, хӗҫпӑшалӗсемпе, тимӗрҫӗ лаҫҫипе, лагерьти шатерсемпе юртӑпа паллашнӑ, сувенирсем туяннӑ.
Уява килнӗ ачасем Ҫӗпӗрти хаски ӑратлӑ 6 йытӑ кӳлнӗ нартӑпа хаваспах ярӑннӑ. Шупашкаркасси ял старости Роза Бычкова уява 3 лашапа хутшӑннӑ. Ачасене те, аслисене те хыҫлӑ ҫунапа та, ахальлӗн те ярӑнтарнӑ.
Сӑнсем (9)