Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Моторин чӑваш чӗлхине интернетра анлӑрах сарма хирӗҫ мар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.12.2015 13:38 | 2034 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ гуманитари ӑслӑлӑхӗсене аталантаракан канашӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Пурӗ тӑватӑ ыйту пӑхса тухнӑ: соцологи ыйтӑмӗсен пӗлтерӗшӗ; чӑваш халапӗсен вырӑнӗ; чӑваш интернетне аталантармалли майсем; Чӑваш Ен историйӗн вӗренӳпе меслетлӗх концепцине хатӗрлесси. Унсӑр пуҫне 2016 ҫулта гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӗҫ планне ҫирӗплетрӗҫ, унта Шупашкара миҫемӗш ҫулта никӗсленине татса парас тӗлӗшпе пухӑнма та палӑртрӗҫ.

Чи кӑсӑклӑ доклад шутӗнче Чӑваш интернетне аталантарас ыйту пулчӗ. Тухса калаҫакансем гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев тата ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Геннадий Дегтярёв пулчӗҫ. Юрий Николаевич хӑйӗн сӑмахӗнче хальхи тапхӑрта тунӑ лайӑх утӑмсене палӑртрӗ, ҫак тӗлӗшпе ӗҫлеме май паракан федераци саккунӗ (Информаци, информаци технологийӗсем тата информацие хӳтӗлесси ҫинчен калакан 149-ФЗ №-лӗ саккун) пуррине асӑнчӗ, вӗсем ҫине таянса ӗҫлемеллине каларӗ.

Геннадий Анатольевич вара наци чӗлхисем республикӑсенче мӗнле шайра аталанса пынине тишкерчӗ, танлаштарса кӑтартрӗ. Тӗслӗх пек кӳршӗллӗ тутарсене, ҫармӑссене, мӑкшӑсемпе ирҫесене илсе пачӗ. Чӑваш чӗлхин наци корпусне чылай республикӑра тунӑ та ӗнтӗ, пирӗн Чӑвашра кӑна ҫак ӗҫ чӑхӑмланса пынине каларӗ. Геннадий Дегтярёв хӑйӗн докладӗнче чӑвашла ҫырасси хальхи вӑхӑтра та компьютерта та смартфонра та йывӑрлӑх кӑларса тӑратни ҫинчен пӗлтерчӗ, ку ыйтӑва татса пама правительство та хутшӑнсан аван пулӗччӗ тесе асӑнса хӑварчӗ.

Ларӑва хутшӑннӑ Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин докладпа килӗшрӗ, чӑваш чӗлхине информаципе компьютер технологийӗсене анлӑрах кӗртме май паракан Программӑна хатӗрлеме сӗнчӗ. Унта наци корпусне хатӗрлессине те, программа продукчӗсен локализацийӗсене тӑвассине те, чӑвашларан ытти чӗлхесем ҫине тата каялла хӑй тӗллӗн куҫарма пултаракан куҫаруҫӑсене ӑсталассине те, чӑвашла сайтсем ытларах тӑвассине те кӗрмелли пирки каларӗ.

Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлӑхӗсене аталантаракан канаша 2012 ҫулта туса хунӑ. Унӑн ларӑвӗсем ҫулталӑкра пӗрре пулаҫҫӗ.

#тӳре-шара, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #тӗнче тетелӗ, #ӑслӑлӑх, #ЧПГӐИ, #ларусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем