Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чунҫӳрев-2010 ҫула тухрӗ (онлайн сӑнама май пур)

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.07.2010 04:39 | 2171 хут пӑхнӑ
Ухинкелл ялӗпе «Шуҫӑм» утать
Ухинкелл ялӗпе «Шуҫӑм» утать

Паня, утӑн 4-мӗшӗнче, Чунҫӳрев-2010 черетлӗ 21-мӗш ҫулҫӳреве тухать.

 

Чунҫӳревпе кӑсӑкланакансем унти ӗҫсем епле пынипе, ҫулҫӳревҫӗсем халӗ ӑҫта ҫитнине КУНТА пӗлме пултараҫҫӗ. Ятарлӑ сайтри кун кӗнеки ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнчех тулса пырӗ — ҫула тухайманнисем хӑйсене вӗсемпе пӗрле пулнӑ пек туйса илейреҫҫӗ.

 

Чунҫӳреве 1990 ҫулта Олег Михайлович Цыпленкова Чӑваш комсомол обкомӗн секретарьне лартнӑ хыҫҫӑн йӗркеленӗ.

Чи малтанах ҫулҫӳреве Чӑваш Республикинче пурӑнакансем ҫеҫ хутшӑннӑ, 1991 ҫулта вара чунҫӳреве республика тулашӗнчи чӑвашсене те илсе кайнӑ — пурӗ 5 ПАЗ автобуспа ҫула тухнӑ. Пӗрремӗш ҫул Пӑлхара ҫеҫ кайнӑ пулсан, иккӗмӗшӗнче ҫулҫӳрев маршрутне Сӑвар хушӑннӑ. Ҫапла майӗпен ҫул вӑрӑмланнӑ, ҫӗнӗ вырӑнсемпе пуянланнӑ. Хальхи вӑхӑтра чунҫӳревҫӗсем Пушкӑрта ҫитиех каяҫҫӗ.

Чунҫӳрев маршручӗ чӑн та интереслӗ. Чӗмпӗр, Пӑлхар, Сӑвар хулисемсӗр пуҫне чӑваш ҫыравҫисен, ӳнерҫисен, тӗпчевҫисен вил тӑприсем ҫине кӗрсе тухаҫҫӗ: Митта Ваҫлейне, Г. Айхине, Анатолий Миттова, Константин Иванова, Николай Ашмарина пуҫ таяҫҫӗ.

Ку ҫулҫӳрев тӗллевӗсем:

▪ чӑваш ҫамрӑкӗсене халӑх историйӗпе тата тымарӗсемпе паллаштарасси;

▪ чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӳне кӗртесси (пӗрлешӗве кӗрес тесен чӑвашла ят йышӑнмалла /Пӳлерте/);

Валем Хуҫа ҫӑлкуҫӗ патӗнче вырнаҫнӑ юпа патӗнче тупа туса чӑвашла ят йышӑнасси;

▪ аякри чӑвашсене концертпа савӑнтарасси;

▪ фольклор пухасси.

 

Пирӗнтен ан юлӑр, пирӗнпе пулӑр!

#Самар облаҫӗ, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #чунҫӳрев, #Тутарстан, #Пушкӑртстан, #Хусан

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://bulgar.chuvash.org/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем