Йӗпреҫ районӗнче хальхи вӑхӑтра «Пирӗн ачасен сывлӑхӗшӗн тата хӑрушсӑрлӑхӗшӗн» акци пырать. Вӑл авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ та раштав вӗҫӗчченех тӑсӑлӗ.
Акци пирки район администрацийӗнче ҫапларах ӑнлантараҫҫӗ. Эрех ӗҫме халӗ ҫамрӑклах пуҫлаҫҫӗ. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫран хӑшӗсем сӑрана эрех вырӑнне хумаҫҫӗ, ӑна ӗҫсен те тем пулмасть тесе шухӑшлаҫҫӗ. Анчах сиенлӗ йӑла пӗчӗкрен пуҫланать. Сӑрана куркапа ӗҫеҫҫӗ. Кашни куркана 300–500 миллилитр сӑра кӗрет. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр курка пуҫне 20 грамм алкоголь лекет. Икӗ курка сӑра ӗҫсен этем организмне 40 грамм алкоголь лекет. Ҫакӑн пек ансат арифметикӑпа шутласа ӑнлантарса параҫҫӗ те Йӗпреҫ районӗнче эрех сиенӗ пирки ачасене. Ачасене кӑна мар, аслисене те наркотика хирӗҫле ӗҫлекен районти комисси сӑра сиенӗ пирки аса илтернӗ май унпа айкашмалла марри пирки чӗнсе калать.