Шупашкарти Эгер бульварӗнчи 29-мӗш ҫуртра пурӑнакан пенсионерка хваттерӗнче шӑнса вилет. Ӑшӑ пӑрӑхӗсем сивӗпе пӗрех. Управляющи компанийӗ пулӑшу ыйтсан та сиввӗн хуравлать — хӑнк та тумасть.
Валентина Дёмкина хваттерӗнче ҫиелти тумпа ҫӳрет. Уринче — ҫӑматӑ, хулӑн нуски. Хваттерте — 19 градус ӑшӑ. Ку ӑшӑтакан хатӗр ҫутнипе кӑна-ха ҫапла. Пӗр эрне ҫакнашкал лару-тӑрура пурӑнать ветеран. Умра — хӗлле. Валентина Дёмкина мӗнле пурӑнмаллине пӗлмест, пӑшӑрханать.
7 ҫул каяллах ӑшӑ пӑрӑхӗсемпе кӑлтӑксем пуҫланнӑ-мӗн. Пӗрре вӗри вӗсем, тепре — ӑшӑ ҫеҫ. Ветеран шӑнас мар тесе пластик чӳрече те лартнӑ, стенасене ӑшӑрах тунӑ. Анчах ку та пулӑшмасть-мӗн.
Кӳршисем те ытлах килмеҫҫӗ ун патне. Туслӑ пулсан та. Ара, хваттерте шӑнса вилмеле-ҫке-ха. Аялти тата ҫӳлти хваттерсенчен те ҫакнашкал лару-тӑру-мӗн. Анчах вӗсенче тахҫанах никам та пурӑнмасть. Ҫапла Валентина Дёмкинӑн управляющи компанийӗпе пӗчченех ҫапӑҫма тивет.
Управляющи компанийӗ ҫакна нимӗнпе те ӑнлантараймасть. Тӗрӗслев ирттернӗ вӗсем — йӗркеллех. Халӗ тепӗр хутчен тӗрӗслеме шантарнӑ-ха та… Валентина Васильевна вара хваттерӗнче шӑнса пӑсӑлнӑ та пыр шыҫҫипе аптӑранӑ.