Чӑваш Енре шута илмен пурлӑха палӑртма ӗҫ комиссийӗ туса хунӑ. Ушкӑна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ Михаил Резников ертсе пырӗ.
Шута илмен пурлӑха сумлӑ комиссипе палӑртасси пирки хушӑва Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хутра ушкӑн ӗҫ-хӗлне йӗркелесе тӑрассишӗн яваплӑ ведомство тесе Чӑваш Республикин Пурлӑх комитетне палӑртса хунӑ. Аса илтеретпӗр, вӑл ведомство маларах министерство пулнӑччӗ, ҫӗнӗрен правительство йӗркеленӗ чух ӑна министерствӑран комитета хӑварчӗҫ.
Шута илмен куҫман пурлӑха палӑртакан ӗҫ ушкӑнне министерствӑсемпе ведомствӑсенче тар тӑкакан тӳре-шара кӑна мар, мунципалитетсенче (хуласемпе районсенче) тимлекенсем те кӗнӗ.