ЧР ШӖМӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ районӗнче «Энӗш» ҫул ҫинче авари пулнӑ. Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пациента пульницӑна илсе каякан васкавлӑ медпулӑшу урапи ҫине Chevrolet Niva урапа кӗрсе кайнӑ.
Аварире васкавлӑ медпулӑшу урапин фельдшерӗ аманнӑ. Унӑн алли хуҫӑлнӑ, хырӑмӗ суранланнӑ. Ӑна Канаш районӗнчи тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, Chevrolet Niva урапа рулӗ умӗнче 52 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл — Йӗпреҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн пуканне маларах йышӑннӑ Вячеслав Анисимов. Ӑна ку должноҫрен кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хӑтарнӑ.
Экс-чиновник самай ӳсӗр пулнӑ-мӗн. Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне руль умӗнче ӳсӗрле тытнӑ.