Трак тӑрӑхӗнчи тулли мар яваплӑ «Карай» пӗрлешӳ кӑҫал пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем — 570, пӗр ҫул ӳсекен курӑксем — 177, куккурус — 180 гектар акса, ҫӗрулми 104 гектар лартса хӑварчӗ. Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ туса ирттернӗрен ҫуртрисем япӑх мар шӑтса тухнӑ. Халӗ хирте калчасене лайӑх пӑхса ҫитӗнтерессипе тӑрмашаҫҫӗ: ҫумкурӑксемпе кӗрешсе гербицид сапаҫҫӗ, ҫӗрулмин рет хушшисене кӑпкалатаҫҫӗ тата ытти те.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗ Карай тӑрӑхӗнчи халӑхшӑн нумайлӑха асра юлӗ. Ҫав кун кунта 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене пӗтӗмлетмелли ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ — Акатуй — иртрӗ. Ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртсен тулли мар яваплӑ «Карай» пӗрлешӳ ертӳҫи Г.В. Спиридонов ку пӗрлешӳ учредителӗпе Ю.П. Капитоновпа, «Крина» пӗрлешӳ ертӳҫипе В.Н. Платоновпа, «Ирина» магазин хуҫипе В.И. Петровпа канашласа ӗлӗкхи ырӑ йӑлана чӗртсе тӑратма шут тытнӑ. Хальхинче ку праҫнике района йӗркеленӗренпе 75, Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине тата Вӗрентекенсен ҫулталӑкне халалларӗҫ.
Шкул стадионне тӗрлӗ ялавсем, стендсемпе плакатсем илем кӳреҫҫӗ, хаваслӑ кӗвӗ янӑрать. «Ирина», «Витязь» тата райпо магазинӗсен сутуҫисем ир-ирех ура ҫинче, Акатуя килнӗ ҫынсене, ача-пӑчана тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе, пылак шывсемпе, шашлӑксемпе, шӳрпепе тата ыттипе тивӗҫтерессишӗн хыпкаланаҫҫӗ.
ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ А. Алексеев музыкҫӑ тата Карайри кану центрӗн ертӳҫи Лия Алексеева Акатуя уҫрӗҫ. Раҫҫей, Чӑваш Республикин, Трак ен Гимнӗсем янӑрарӗҫ. Ҫав вӑхӑтра «Караево» пӗрлешӳ ертӳҫи Геннадий Спиридонов Чӑваш Енӗн тата Карай ял тӑрӑхӗн ялавӗсене ҫӗклерӗ. Сӑмах май иккӗмӗшне ку тӑрӑхри халӑх пуҫласа хӑй куҫӗпе курчӗ, ҫутӑрах симӗс тӗслӗскер ҫине Ҫтенькӑ Разин пӑлхавӑра хутшӑннӑ Сурӑмхӗрри ҫыннин — Пайтул Искеев полковникӑн — сӑнне ӳкернӗ.
Акатуя пухӑннисене Карай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене туса пыракан Л.П. Андрианова, ЧР Физкультурӑпа спорт тата туризм министерствинче вӑй хуракан А.А. Григорьев (вӑл Карай каччи), Карай вӑтам шкул директорӗ Р.И. Малинина, район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн техника енӗпе ӗҫлекен тӗп специалист-эксперчӗ В.П. Чаховский, «Карай» пӗрлешӳ учредителӗ Ю.П. Капитонов, ку тата «Волит», «Крина» пӗрлешӳсен ертӳҫисем — Г.В. Спиридонов, В.И. Петров, В.Н. Платонов, районти таврапӗлӳ музейӗн директорӗ В.С. Серафимов саламларӗҫ, телей, ырлӑх-сывлӑх, тӑнӑҫ пурнӑҫ сунчӗҫ. Лидия Порфирьевна — Карай ял тӑрӑхӗнчи активистсен, Римма Изосимовна — районти конкурссен призерӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсен пӗр ушкӑнне, Геннадий Васильевич — «Карай» пӗрлешӳре ҫуракинче хастар тӑрӑшнӑ механизаторсемпе грузчиксене, сеяльщиксене, Виталий Николаевич «Крина» ӗҫченӗсене чысларӗҫ. Алексей Анатольевич хӑй вӗреннӗ Карай шкулне тата ялти кану центрне парнесем кӳчӗ. Владимир Серафимович Карай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене туса пыракан Л. Андрианована ку ял тӑрӑхӗн Гербӗпе Ялавӗн 5604 тата 5605-мӗш номерлӗ свидетельствисене парнелерӗ.
Карай шкулӗн директорӗ Р. Малинина пухӑннисене Карай тӑрӑхӗнчи ялсен историйӗпе кӗскен паллаштарчӗ. Вӑл кунпа пӗрлех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине ку енчен 417-ӗн тухса кайнине, вӗсенчен 239-шӗ ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫса пуҫне хунине пӗлтерчӗ. Паянхи тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн пуҫ хунисене тата вут-ҫулӑм витӗр тухнисене яланах хисеп тумалли пирки асилтерчӗ. 2010 ҫул Вӗрентекенсен ҫулталӑкӗ пулнине шута илсе Римма Изосимовна Карай шкулӗ ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тарӑн пӗлӳ парассипе мӗнле ӗҫлени ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Юлашки пилӗк ҫулта кунтан 6 медалист вӗренсе тухнӑ. Унччен шкула медальпе пӗтернисем пачах пулман-мӗн.
Р. Малининапа Г. Спиридонов тата ыттисем кун пек мероприятине ҫулленех ирттерме кирли, ӑна тата лайӑхрах хатӗрленсе ирттермелли пирки каларӗҫ. Акатуй ку тӑрӑхран тухнӑ паллӑ ҫынсене, ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсене пуҫтарса курнӑҫтармалли, ҫамрӑксене тивӗҫлӗ воспитани парас ҫӗрте усӑ курмалли ҫав тери пӗлтерӗшлӗ уяв пулмаллине палӑртрӗҫ.
— Питӗ кирлӗ кун пек уяв. Ҫыннӑн канма та пӗлмелле. Атту ӗлӗкхи ырӑ йӑласене пачах манса каятпӑр вӗт. Ҫулленех ҫапла йӗркелемелле. Кунта килсе чуна уҫрӑм паян, — терӗ Ҫырмапуҫӗнчен хӑпарнӑ Юрий Филимонов ӗҫ ветеранӗ, унран «ҫакӑн пек уявсене йӗркелесе ирттерни кирлӗ-и?» — тесе ыйтсан. Курса калаҫнӑ ытти ҫынсем ун шухӑшнех пӗлтерчӗҫ. Акатуя канмалли кунра ирттерсен лайӑхрах, ун чухне хулари тата район центрӗнчи халӑх, Карай тӑрӑхӗпе ҫыхӑннисем ӗнтӗ паллах, килме пултарӗччӗҫ, ҫапла вара вӑл тӑван-пӗтенсене, хурӑнташсене пӗрле пухӑнса савӑнма май паракан уяв пулса тӑрӗччӗ, терӗҫ.
Халӗ Карай тӑрӑхӗн ялавӗ пур. Гимнӗ вара ҫук-ха. Ҫавӑнпа та Р. Малинина унӑн Гимнне те йышӑнмалли пирки асилтерчӗ. Красноармейскинчи Гурий Дубров карайсене халалласа «Пилӗк Карай — пӗр тӑван» сӑвӑ ҫырнӑ. Гурий Алексеев-Яманак ун сӑмахӗсене кӗвве хывнӑ. Римма Изосимовна хӑй сӑмахне вӗҫленӗ май, ку юрра Карай тӑрӑхӗн Гимнӗ туса хурсан аванччӗ, терӗ.
Ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗн программи пуян пулчӗ. Унта пухӑннисенчен нумайӑшӗ футболла, волейболла выляса чунне уҫрӗ, турник ҫинче туртӑнассипе, савӑнӑҫлӑ стартсенче вӑй виҫрӗ, кире пуканӗ ҫӗклерӗ-тӗртрӗ, бригадӑсем пӗр-пӗринпе канат туртса тупӑшрӗҫ тата ытти те. Вӗсенче мала тухнӑ командӑсемпе уйрӑм спортсменсене «Карай», «Крина» пӗрлешӳсемпе «Ирина» магазин (хуҫи В.И. Петров) хаклӑ парнесемпе чысланӑ.
Сцена ҫинче юрӑҫсемпе ташӑҫӑсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ, уяв халӑхне ҫавӑн пекех Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра, юрӑ» ушкӑн икӗ сехет хушши юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарнӑ.
Пӗр сӑмахпа каласан, Акатуй карайсене килӗшнӗ, стадионта халӑх тулли кӑмӑлпа савӑннӑ, киле каҫ пулттипе ҫеҫ саланнӑ.
В. Егоров