Сусӑрсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ патшалӑх программи хуласенче ҫеҫ мар, ялсенче те пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, сусӑрсене тӗрлӗ ҫӗре кӗрсе ҫӳремелли майсем туса параҫҫӗ.
Кӑҫал Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗнчи шкулта та улшӑнусем пулнӑ. Шкула сусӑрсем валли хӑтлӑлатнӑ. Унта кӗнӗ ҫӗрте пандус пур. Ҫакна тумашкӑн шкул кӑҫал 480 пин тенке тивӗҫнӗ. Унпа чылай ӗҫ тума пултарнӑ.
Малтанах вӗсем шкула кӗмелли алӑка улӑштарнӑ. Унӑн 90 сантиметр сарлакӑш пулмалла. Ҫапла тунӑ та вӗсем.
Шкулта 156 ача вӗрент. Вӗсенчен 6-шӗ — сусӑр. Халӗ вӗсем коридорпа ҫӑмӑллӑнах ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен иккӗмӗш хута хӑпармалла ан пултӑр тесе пӗрремӗш хутра ятарлӑ пӳлӗм уйӑрнӑ. Унта пур предметпа та урок иртет. Ҫавӑнпа сусӑрсен пӳлӗмрен пӳлеме куҫса ҫӳремелле мар.
Кӑҫал Туҫа шкулӗ тепӗр программӑна кӗнӗ. Шкул спортзалне ҫӗнетмешкӗн вӑл 180 миллион тенке тивӗҫнӗ. Унпа чӳречесене, урайне улӑштарнӑ, душ кӗмелле, хывӑнмалли пӳлемсем тунӑ, спорт хатӗрӗсем туяннӑ.