Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Юрий Моисеев тӗлӗшпе приговор ҫемҫетнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 23.10.2015 17:57 | 1408 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Юрий Моисеев тӗлӗшпе нумаях пулмасть ҫӗнӗ приговор вуланӑ. Ун тӗлӗшпе пӗрре мар суд ларӑвӗ иртнӗ. Кӑҫалхи кӑрлачра ӑна сӗтев илнӗшӗн, должноҫри полномочипе ытлашшипех уса курнӑшӑн тата вӑрланӑшӑн ҫирӗп режимлӑ колоние 11 ҫуллӑха ӑсатнӑччӗ. Анчах Моисеев кунпа килӗшмесӗр аппеляци панӑ. Аслӑ суд ӑна тивӗҫтернӗ. Хальхинче айӑплава кӑштах ҫемҫетнӗ.

Хальхинче Моисеев сӗтев илни вырӑнне вӑрланӑ тесе ӗнентересшӗн пулнӑ. Куншӑн айӑплав ҫемҫерех-ҫке. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл 2 миллиона ялти культура ҫуртне тунӑ ҫӗре яма палӑртнине ӗнентерме хӑтланнӑ. Унран пулӑшу ыйтнӑ хӗрарӑма та пулӑшма хатӗрленнӗ имӗш вӑл. Анчах ҫаксене йӑлтах ӗнентерме май килмен.

Приговора хальхинче виҫӗ сехет ытла вуланӑ. Ҫапла майпа Моисеева ҫирӗп режимлӑ колоние 9 ҫуллӑха ӑсатма, 60 миллион тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Анчах Моисеев хӑй айӑплӑ марринех калать. Вӑл малалла кӗрешме хатӗр-мӗн. Ҫак кун Моисеев тӗлӗшпе кӑна мар, унӑн пӗлӗшӗ Сергей Галочкин тӗлӗшпе те приговор вуланӑ. Вӑл 2 миллиона панӑ чухне посредник пулнӑ. Ӑна суд ҫирӗп режимлӑ колоние виҫӗ ҫул ҫурӑллӑха ӑсатнӑ, 10 миллион тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #судсем, #тӳре-шара, #айӑплавсем, #укҫа-тенкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем