Шупашкарта, К.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн залӗнче, 2010 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче чӑваш литературин умкаҫалӑкӗ умӗнче тӑнӑ Турхан Энтри (1888–1972) ывӑлӗ Турхан Евгений чӑваш ҫыравҫи 60 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Евгений Елчӗкри Турханта ҫуралнӑ, Патӑрьелӗнче пурӑннӑ, Хусан чӑвашӗ пулса тӑни — 15 ҫул.
Турхан Евгений чӑваш литературинче 40 ҫул ӗҫлет. Хайлавӗсем Патӑрьелӗнчи «Авангард», Шупашкарти «Пионер сасси», Хусанти «Сӑвар» тата ытти хаҫатсенче, «Капкӑн» тата ытти журналта пичетленнӗ. Кӗнекисем: «Пӑла таврашӗнче» (поэма, Патӑрьел, 1990), «Тайна обелиска» (Хусан, 1999), «Последний эльтебер» (Хусан, 2001), «Ӑҫта-ши эсӗ, юратӑвӑм?» (Шупашкар, «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2009). Халӗ вӑл трилогин «Сокровища северских эльтеберов» тата «Сын эльтебера» романӗсене ҫутта кӑларма вӗҫлесе пырать. Вал 2003 ҫултанпа Тутарстан ҫыравҫисен пӗрлешӗвенче тӑрать (унта пӗр пӗрлешӳ ҫеҫ, Чӑваш енри пек, виҫҫӗ таранччен мар).
Юбиляра Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци полтикипе архив ӗҫӗн министрӗ, Тутарстан ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗ саламланӑ.
Шупашкарти юбилей каҫӗнче ҫыравҫӑ тӑхӑмӗ ҫыравҫӑна Чӑваш Республикинчи профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Павлов, Ҫыравҫӑсен «Хурӑнташ» пӗрлешӗвӗн ертӳҫӗ ҫумӗ Лидия Ковалюк, Шупашкарти Елчӗк ентешлӗхӗнчен — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Викторов, Н.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗн директорӗ Валерий Сапожников, Патӑрьел ентешлӗхӗнчен — филилоги ӑслайӗсен докторӗ Василий Пушкин, ЧР Патшалӑх Канашӗнчен — Виктор Ильин депутат, Митта тата П.Хусанкай премийӗсен лауреачӗ Геннадий Юмарт сӑвӑҫ, Чӑваш наци конгресӗнчен — Николай Лукианов юрист, Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗнчен — Олег Цыпленков тата, паллах ӗнтӗ, юбилярӑн тусӗсемпе ӗҫтешӗсем — Анатолий Смолин, Виталий Станьял, Клавдия Вишневская, Афалек Энтепе, Николай Жирнов, Петӗр Сидоров-Лаштай, Светлана Асамат ҫыравҫӑсем саламланӑ.
Уяв каҫне Турхансен йӑхӗн йышлӑ несӗлӗсем хутшӑннӑ. Сӑмах май, ҫак йӑхран чӑваш культурине «сухалаканнисем» кӑна пиллӗкӗн — асӑннӑ Энтрипе унӑн юбиляр Евгений ывӑлӗсӗр пуҫне, Энтрипе пӗртӑван Якку (1874-1938), Хӗветӗр (1876-1932) тата Марье ятлӑ пӗртӑванӗн ывӑлӗ Григорий Кузнецов-Кели (1901-1931). Халӗ ӗнтӗ Турхан хушаматлӑ ӳнерҫӗсем те пур, паллӑ ӗҫлевҫӗсемпе ертӳҫӗсем те. 50 килрен те чакнӑ Турхансен Кӑваписем (Пупинсем) те — тӑвансемех.
Юбилей каҫне Чӑваш наци радиовӗ тата Раҫҫей телерадиокомпанин Чӑваш ен уйрӑмӗ, Cheboksar.net тата Chuvash.org чӑваш сайчӗсем, «Сӗтев/Взятка» хаҫат ятарлӑ корреспондентсем ярсах ҫутатнӑ.