Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ӗне суса ӑмӑртрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 08.06.2010 19:41 | 2108 хут пӑхнӑ

Красноармейски районӗнче машинӑпа ӗне сӑвакан операторсем тата ӗнесене искусственнӑй майпа пӗтӗлентерекен техник-осеменаторсем ӑмӑртрӗҫ. Конкурс тулли мар яваплӑ «Карай» пӗрлешӳре иртрӗ.

Машинӑпа ӗне сӑвакан операторсен конкурсӗ. Кунта Трак енри тӑватӑ — «Карай», «Хӗрлӗ Сурӑм», "Янмурзино", "Досаево" — хуҫалӑхран килнӗ 7 оператор виҫӗ енӗпе тупӑшрӗ. Вӗсем машинӑпа ӗне сурӗҫ, ӗне сумалли аппаратсене салатса пухрӗҫ, ыйтусене хуравларӗҫ.

Кирек епле ӗҫӗн хӑйӗн йӗрки, майӗ пур, машинӑпа ӗне сӑвассин те ҫаплах. Кунта ӗне сумалли аппарата, ӗнене сума хатӗрлемелле, сумалла тата ытти те. Кашни операци валли вӑхӑт уйӑрнӑ. Ҫавна шута илсе палӑртаҫҫӗ те ӗҫченӗн професси ӑсталӑхне. Васканӑ чух алӑ-ура ҫыхланмасӑр пулмасть паллах. Анчах ӗҫе тӗплӗ пӗлекенсем кунта та ҫухалса каймаҫҫӗ. Акӑ Яманакри сӗт-ҫу ферминчи Светлана Данилова оператор ӗне сумалли технологине аван пӗлнине кӑтартрӗ, ӗне сумалли «Волга» аппарата та хӑвӑрт та тӗрӗс салатса пухрӗ. Унпа пӗрле ӗҫлекен И. В. Даниловапа Г. В. Антонова («Карай») та унран тӑрсах юлмарӗҫ.

Янмурҫинри Вера Алексеева чи ҫирӗп пӗлӳ кӑтартрӗ, билетри пур ыйтӑва та тӗрӗс хуравларӗ.

Виҫӗ енлӗ тупӑшу кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗҫ. Машинӑпа ӗне сӑвакан операторсен конкурсӗнче «Хӗрлӗ Сурӑм» пӗрлешӳри Светлана Витальевна Данилова 95 балл пухрӗ, мала тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑнта унӑн ӗҫтешӗ — Ирина Вячеславовна Данилова (93 балл). Виҫҫӗмӗшӗнче — Глафира Валерьяновна Антонова («Карай», 92 балл).

Ӗнесене искусственнӑй майпа пӗтӗлентерекен техник-осеменаторсен конкурсӗ. Унта ҫӳлте асӑннӑ пӗрлешӳсемпе хуҫалӑхсенчи тата Янкасри ветеринари участокӗнчи техник-осеменаторсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем хушшинче ҫак ӗҫре пуян опыт пухнисем тата ҫамрӑксем те пулчӗҫ. Елена Егоровапа («Карай») Фаина Васильеванах («Хӗрлӗ Сурӑм») илер. Вӗсем чӗрӗк ӗмӗр е унран та ытларах ҫул тухӑҫлӑ вӑй хураҫҫӗ.

Техник-осеменаторсем ӗнесене искусственнӑй майпа пӗтӗлентермелли технологине еплерех пӑхӑннине кӑтартрӗҫ. Ҫавна выльӑх-чӗрлӗх чирӗсемпе кӗрешекен районти станцири Е. Амурина ветврач ертсе пыракан жюри ҫирӗп тӗрӗслерӗ, никама та ҫӑмӑллӑх памарӗ, кӑшт йӑнӑш тунине те асӑрхаса хак пама тӑрӑшрӗ. Теорире те ҫаплах пулчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн техник-осеменаторсен ҫитес вӑхӑтра республикӑра иртекен конкурсӗнче район чысне хӳтӗлеме тивет. Елена Захаровнапа Фаина Васильева хальхинче те ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑчӗҫ. Асӑннӑ конкурсра вара «Карай» пӗрлешӳри Елена Захаровна Егорова 91 балл пухса мала тухрӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсенче — Ф. В. Васильевапа («Хӗрлӗ Сурӑм», 83 балл) Елена Алексеевна Константинова («Янмурҫӑ», 80 балл).

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене район администрацийӗн дипломӗсемпе, укҫан премисемпе чысларӗҫ. Уйрӑм енӗпе палӑрнисене те хавхалантарчӗҫ.

Ҫакна та палӑртса хӑварасах килет: юлашки ҫулсенче кун пек конкурссене хутшӑнакан хуҫалӑхсен йышӗ чаксах пырать. Мӗншӗн вӗсене ҫапла хаклама пӑрахрӗҫ-ши? Машинӑпа ӗне сӑвакан операторсен тата техник-осеменаторсен ӑсталӑхне ӳстересси «Восток», «Волит», «Шетмӗ» пӗрлешӳсемпе «Нива», «Улӑп» хуҫалӑхсен, В. Васильева хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫисене нимӗн чухлӗ те интереслентермест-ши, е вӗсен ку тӗлӗшпе пурте йӗркеллех теҫҫӗ-ши? Ман шутпа, хальлӗхе аплах мар. Ку мероприятисене мӗн тӗллевпе ирттернине ӑнланма тата тӗрӗс хаклама вӑхӑт ҫитнӗ.

 

В. Егоров

#Красноармейски районӗ, #Яманак, #Карай, #ял хуҫалӑхӗ, #ӑмӑртусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем