Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Наталья Хлесткинӑн Олимп вӑййине хутшӑнас шанчӑк ҫуралнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 25.09.2015 11:24 | 1634 хут пӑхнӑ
Спорт Наталья Хлесткина
Наталья Хлесткина

Авӑн уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче Китайра йывӑр атлетика енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта ҫӗнтернӗ спортсменсем Рио-де-Жанейрӑра 2016 ҫулта иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнас шанчӑк пур.

Раҫҫей чысне Сергей Петров, Дмитрий Хомяков, Алексей Юфкин тата Наталья Хлесткина (вӑл республикӑн спорт шкулӗнче вӗреннӗ) хӳтӗленӗ. Турнир 10 виҫе категорийӗнче иртнӗ. Пиллӗккӗшӗ — арҫынсем валли, тепӗр ҫавӑн чухлех — хӗрарӑмсем валли. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене укҫан хавхалантарнӑ.

Раҫҫей спортсменӗсен йышӗнче Наталья Хлесткина помост ҫине пӗрремӗш тухнӑ. Икӗ енлӗ кӗрешӳре вӑл 220 килограмм пухма пултарнӑ. Ҫапла пирӗн ентеш пьедесталӑн иккӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ылтӑн медале Китай спортсменки ҫӗнсе илнӗ. Чӳк уйӑхӗнче АПШра Олимп вӑййисен квалификаци тапхӑрӗ иртӗ.

#спорт, #Олимп вӑййисем, #Шупашкар, #йывӑр атлетика, #ӑмӑртусем, #Китай, #Рио-де-Жанейро

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем