Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче кӑмпа фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче те вӑл ҫынсене савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Ку фестиваль ҫутҫанталӑк илемӗпе паллашма, унпа ҫывӑхрах пулма пулӑшать.
Йӗркелӳҫӗсем анлӑ программа хатӗрленӗ. Районти тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Валентина Львова палӑртнӑ тӑрӑх, Шӑмӑршӑ районӗнчи кашни килте кӑмпа пур: е тӑварлани, е типӗтни. Унти халӑх ӗҫчен, вӑрман вара кӑмпа-ҫырлапа пуян. Унта чылай ҫын килсе вӑрман пуянлӑхне пухать.
Хӑш чӗрчунсем кӑмпа юратаҫҫӗ? Шӑна кӑмпи мӗнпе сиенлӗ? Кун пирки йӑлтах наци паркӗн ӗҫченӗсем каласа кӑтартнӑ. Типӗ кӗркунне кӑмпа сахал та, анчах ку фестивале килнисен кӑмӑлне пӗртте хуҫман. Аслисем те, ачасем те конкурссемпе хаваслӑ вӑйӑсене хутшӑннӑ. Кунтах ярмӑрккӑ йӗркеленӗ. Унта кӑмпа кукӑлӗ тутанма, курӑк чейӗ ӗҫме май пулнӑ.