Ӗҫ тунӑ пек кӑтартас тесе тем шухӑшласа кӑларакан та пур пулӗ. Вӑрнар районӗнчи Авӑр Уйри участок вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен 56 ҫулти арҫын вӑрман касакансене пустуйранах штрафланӑ. Суя хут ҫырса, пулман ӗҫе пулнӑ пек кӑтартма тӑрӑшакан ҫав ҫыннӑн серепине икӗ арҫын ҫакланнӑ.
Асӑннӑ вӑрман хуҫалӑхӗнче вӗсем вӑрман каснӑ. Ирӗк илсех. Кайран ҫакскерсем хӑйсем хыҫҫӑн пуҫтарса-тирпейлесех хӑварнӑ. Анчах вӑрманҫӑ хут ҫине пачах урӑхла шӑрҫалать те иккӗшне те штрафлама йышӑнать. Вӑрман юлашкине пуҫтарман тесе сӑлтавсӑрах ҫавсен 500-шер тенкӗ штраф тӳлеме лекет. Укҫи пысӑк мар та, ним ҫукран явап тыттарни ытла та кӳренмелле пек туйӑннӑ курӑнать — правӑна сыхлакансенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Пустуйран суя хут шӑрҫалакан вӑрманҫӑна суд нумаях пулмасть 300 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑнни пирки пӗлтерет прокуратура. Анчах айӑплӑ арҫын аминистие лексе штрафран хӑтӑлнӑ.