Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Чӑвашлӑх

Чӑвашлӑх

Чӑвашла открыткӑсем кӑҫал сахал мар кун ҫути курчӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ ку ӗҫе ҫак иртсе пыракан ҫулта пуҫарнӑччӗ — ҫулталӑк хушшинче эпир 6 тӗрлине кӑларма пултартӑмӑр. Ҫав шутра — Ҫӗнӗ ҫулпа саламламаллине те.

Хальхинче вара ҫак ӗҫе тепӗр ушкӑн — Мускаври «AVANклуб» калаҫу клубӗ хутшӑнчӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа саламламалли открыткӑсем туса кӑларчӗ. Тӗрлисене хатӗрленӗ: пӗчӗккине те, виҫҫӗлле хуҫланаканнине те, пысӑккине те. Вӗсене пурне те «СУМ» лавкка урлӑ туянма пулать. Хакӗсем: 30, 35 тата 40 тенкӗ. Открыткӑсене пурне те чӑвашла хатӗрленӗ, хуҫланаканнисенче чӑвашла салам сӑввисене вырнаҫтарнӑ.

Сӑмах май, «СУМ» электрон лавккара чӑвашла открыткӑсен йышӗ 18-тан та иртрӗ ӗнтӗ. Кунта эпир кӑларнисене те, «Ноу-хау» тунисене те, «Раҫҫей почти» хатӗрленисене те тупма пулать.

 

Чӑвашлӑх

Пуҫлӑхах ҫирӗплетмен те, анчах тивӗҫе кама шанса парассине палӑртнӑ.

Тутартсанри Чӑвашсен наципе культура автономийӗн ларӑвӗ Тутарстанри Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнӗ.

Унта Тутарстан президенчӗн шалти политика енӗпе ӗҫлекен управленийӗн наци политикине аталантаракан управленин пуҫлӑхӗ Данил Мустафин, Тутарстанри Халӑхсен ассамблейин канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, ассамблейӑн ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Николай Владимиров хутшӑннӑ.

Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев (Тутарстанри чӑвашсен автономине чылай ҫул вӑл ертсе пынӑ) 2015 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсем пирки доклад тунӑ.

Ассоциаци ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Евгений Морозова шаннӑ. Ҫитес ҫулхи чӳк уйӑхӗнче отчетпа суйлав конференцийӗ иртмелле. Унчен Е. Морозов ку ӗҫре «тивӗҫе пурнӑҫлакан» евӗр тимлӗ.

Евгений Морозов Анатри Кама хулинчи 16-мӗш шкулта физика вӗрентет.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Хальхи тапхӑрта тӑван чӗлхесемпе литературӑсене тӗпчессипе вӗрентессин пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗсем» конференци ирттерет. Вӑл 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна пӗтӗм тӗнчери шая кӑларнӑ.

Ӑслӑлӑхпа практика конференцине Юрий Виноградов доцент 70 ҫул, Альбина Волкова доцент 55 ҫул тултарнине халалланӑ.

Конференци программине ҫакнашкал секцисен ӗҫне кӗртме палӑртнӑ: «Хальхи чӗлхепе литература вӗрентӗвӗн аталану ҫул-йӗрӗ», «Тӑван чӗлхине ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси»; «Тӑван мар чӗлхесене ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси»;«Тӑван литературӑна ФГОСа вӑя кӗртнӗ тапхӑрта вӗрентесси».

Конференцие хутшӑнма Раҫҫейри, ҫывӑх тата инҫет ҫӗршывсен тӗпчевҫисене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене йыхравлаҫҫӗ.

Конференцие хутшӑнас текенсен хӑйсен заявкине тата доклад материалне йӗркелӳ комитетне кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫитермеллине пӗлтереҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш наци конгресӗ тата районсен ентешлӗхӗсем ачасем валли Ҫӗнӗ ҫул ёлки йӗркелеме шут тытнӑ. Уяв раштавӑн 25-мӗшӗнче иртмелле. Чӑваш ёлкине Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатра йыхравлаҫҫӗ. Уяв 14 сехетре пуҫланмалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 62-35-61.

ЧНКпа районсен ентешлӗхӗсем пултаруллӑ чӑваш ачисене уява чӗннине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш ёлкинче ачасем тӑван чӗлхепе сӑвӑ калӗҫ, чӑвашла юрласа ташлӗҫ. Чӑвашла калаҫакан Хӗл мучипе Юрпикепе савӑнӗҫ. Уявра Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем те пулмалла. Профессилле сцена ӑстисем ачасене чӑннипех те савӑк кӑмӑл парнелӗҫ. Тӑкаксене ентешлӗхсен ертӳҫисем хайсем ҫине илнӗ.

«Йыхрав ҫырӑвӗсене ЧНК район администрацийӗсемпе вӗрентӳ уйрӑмӗсене ярса панӑ», — тесе ӗнентерет ЧНК пресс-служби.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/532.html
 

Чӑвашлӑх

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе чӑвашла саламлани сахал тесе Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкар хула администрацине ҫыру янӑ. Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ М.Л. Семёнов «Ирӗклӗхе» хуравланинче ҫынсен шухӑшне тӗпе хурса чӑвашла май килнӗ ытларах саламлама тӑрӑшнине пӗлтернӗ. Малашне ҫак енӗпе тата та ҫине тӑрас шухӑшлине пӗлтернӗ.

Чӑвашла саламланине ҫирӗплетме сӑнӳкерчӗксем те ярса панӑ.

Ҫыру вӗҫенче тӳре-шара салам открыткисен тексчӗсене чӑвашла тӳлевсӗр куҫарса пулӑшма ыйтнӑ.

Хула администрацийӗн хуравне тишкернӗ май «Ирӗклӗх» хаваспах пулӑшма килӗшнине палӑртса: «Пулӑшма вара эпир яланах хатӗр», — тесе калать.

 

Чӑвашлӑх Виктория Тихонова
Виктория Тихонова

Паян, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче «Чӑваш пики – 2015» конкурс иртрӗ. Унта Елчӗк районӗнчен — Диана Соснова, Йӗпреҫ районӗнчен — Анжела Ефимова, Тутар Республикинчен — Карина Григорьева, Шупашкар районӗнчен — Анна Кириллова, Куславкка тӑрӑхӗнчен — Елизавета Сергеева, Канаш хулинчен — Ольга Зайцева, Тӑвай районӗнчен — Анастасия Гурьева, Патӑрьел районӗнчен — Мария Самделова, Вӑрнар районӗнчен — Олеся Никитина, Комсомольски районӗнчен — Диана Карпова, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен — Марина Арсентьева, Элӗк районӗнчен — Инесса Шашкина, Трак тӑрӑхӗнчен — Анна Васильева, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен — Ксения Федотова, Муркаш тӑрӑхӗнчен — Виктория Тихонова, Етӗрне районӗнчен — Анастасия Матвеева, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — Наталья Портнова, Хӗрлӗ Чутай районӗнчен Ирина Романова килчӗҫ.

Пикесем 5 номинацире тупӑшрӗҫ. Малтанах вӗсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Кун хыҫҫӑн хӗрсем ыйтусен хуравӗсене пӗлчӗҫ, хӑйсем пӗҫернӗ наци апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарчӗҫ, хитре тумӗсене кӑтартрӗҫ.

Жюри пайташӗсем чылай вӑхӑт канашланӑ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ турӗҫ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Шупашкар районӗнчи

Станьял ялӗнче Хӗл Мучин резиденцине туса лартнӑ. Чӑвашла каласан, пӳртне темелле пуль-ха. Икӗ хутлӑскере районти культура ӗҫченӗсем капӑрлатнӑ.

«Чӑваш Енре кан» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче унта «Шупашкар районӗнчи этнохӗл» уяв иртмелле. Шупашкар районӗнчи клубсен централизациленӗ тытӑмӗнче программа кӑсӑк пулассине пӗлтереҫҫӗ. Такам кӑмӑлне те ҫӗклеме пултаракан аниматорсем хаваслантарӗҫ. Ҫунашкапа ярӑнма май килӗ. Наци кухнин апат-ҫимӗҫӗпе сӑйлӗҫ.

Станьялти Хӗл Мучи ҫуртне чӑвашла капӑрлатнӑ. Унти Хӗл Мучипе Юрпике те чӑвашла тумланнӑ. Вӗсемпе, сӑмах май, чӑваш телевиденийӗ те кӑсӑкланнӑ. Нумаях пулмасть тележурналистсем сюжет ӳкерсе кайнӑ.

Сӑнсем (20)

 

Чӑвашлӑх

Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫлани пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, республикӑн тӗп хулинчи Республика лапамӗнче 25 метр ҫӳллӗш пулать. Ҫӗнӗ чӑрӑша чӑваш орнаменчӗпе капӑрлатасшӑн тесе хула тӳре-шари пӗлтернӗччӗ. Хӗрлӗ лапамра вара тухья евӗр конструкцисем вырӑн тупассине те эпир асӑннӑччӗ.

Халӗ Шупашкарти тӗп чӑрӑша вырнаҫтарса пӗтернӗ. 25 метр ҫӳллӗ елка ҫинче тӑван халӑхӑмӑрӑн элеменчӗсем те вырӑн тупнӑ. Вӗсем — 60 сантиметртан пуҫласа 140 сантиметр таран диаметрлӑ ҫуталакан ҫӑлтарсем, 60 штук вырнаҫтарнӑ. Вӗсем хӗвеле, килӗшӳпе ҫураҫӑва палӑртаҫҫӗ.

Чӑрӑша раштавӑн 19-мӗшӗнче ҫутатма тытӑнӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ елкӑна ҫутиччен савӑнӑҫлӑ лару-тӑрӑвах йӗркелеме палӑртать.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫитес ҫул «Чувашская мифология: этнографический справочник» (Чӑваш мифологийӗ: этнографи справочникӗ) ӑслӑлӑх кӑларӑмӗ кун ҫути кӑтартма хатӗрленет.

Кун пирки институт пуҫлӑхӗн ҫумӗ Геннадий Николаев Чӑваш Республикинче гуманитари ӑслӑлӑхне аталантарассипе ӗҫлекен канашӑн виҫӗмкунхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Лару пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Кӗнеке чӑвашсем тӗнче тытӑмӗ пирки, Турӑсем пирки тата ҫавӑн йышши ытти япала пирки епле шухӑшланине пухса пӗр ҫӗре пӗрлештермелле. Культурӑпа мифологи пӗр-пӗринпе епле ҫураҫса-килӗштерсе тӑни те унта вырӑн тупмалла. Тӗрӗк тата финн-угор халӑхӗсемпе танлаштарсан чӑвашсен тӗнче курӑмӗ, мифологийӗ мӗнпе улшӑнса е хӑш енчен пӗр пеккине тишкерни те ҫӗнӗ кӗнекере вырӑн тупмалла.

Ларӑва ертсе пынӑ Иван Моторин премьер-министр мифологинчи сӑнарсене ӑслӑлӑх ҫыннисем кӑна мар, усламҫӑсем те усӑ курма пултарнине палӑртса хӑварнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Балаково хулинчи Наци культурисен ҫуртӗнче Сарӑту чӑвашӗсен «Ентеш» наципе культура автономийӗн савӑнӑҫлӑ пухӑвӗ иртнӗ.

Чӑваш Енрен унта Культура министерствин наци ӗҫӗсене тимлекен уйрӑмӗн специалисчӗ Эдуард Краснов, ЧНК Президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев, Етӗрнери «Виръял» ансамбль хутшӑннӑ.

Унти чӑвашсен наципе культура автономине, сӑмах май, хӑй вӑхӑтӗнче хайхи Валерий Клементьев ертсе пынӑ. «Вӑл сӗннипех халӗ Capту чӑвашӗсен автономийӗн ӗҫӗсене Сергей Васильев йӗркелесе пырать», — тесе хыпарлать ЧНКн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева.

«Ентешӗн» пухӑвне Пенза чӑвашӗсен автономийӗн ертӳҫи Денис Щербаков, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи «Кӗмӗл cacӑ» конкурсӑн кӑҫалхи ҫӗнтерӳҫисенчен пӗpu Екатерина Карамзина, Capӑту енчи чӑвашсен юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.

Capту чӑвашӗсене уявпа Балаково хулин администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Дерябин саламланӑ.

Пирӗн тӑрӑхрах кайнисем Сарту чӑвашӗсене Хисеп грамотисемпе хавхалантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/515.html
 

Страницӑсем: 1 ... 78, 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, [88], 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, ...127
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын