Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Чӑваш пики» ята Муркаш хӗрӗ тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
You can also read this news in English
Софья Савнеш 13.12.2015 21:07 | 2438 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Виктория Тихонова
Виктория Тихонова

Паян, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче «Чӑваш пики – 2015» конкурс иртрӗ. Унта Елчӗк районӗнчен — Диана Соснова, Йӗпреҫ районӗнчен — Анжела Ефимова, Тутар Республикинчен — Карина Григорьева, Шупашкар районӗнчен — Анна Кириллова, Куславкка тӑрӑхӗнчен — Елизавета Сергеева, Канаш хулинчен — Ольга Зайцева, Тӑвай районӗнчен — Анастасия Гурьева, Патӑрьел районӗнчен — Мария Самделова, Вӑрнар районӗнчен — Олеся Никитина, Комсомольски районӗнчен — Диана Карпова, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен — Марина Арсентьева, Элӗк районӗнчен — Инесса Шашкина, Трак тӑрӑхӗнчен — Анна Васильева, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен — Ксения Федотова, Муркаш тӑрӑхӗнчен — Виктория Тихонова, Етӗрне районӗнчен — Анастасия Матвеева, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — Наталья Портнова, Хӗрлӗ Чутай районӗнчен Ирина Романова килчӗҫ.

Пикесем 5 номинацире тупӑшрӗҫ. Малтанах вӗсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Кун хыҫҫӑн хӗрсем ыйтусен хуравӗсене пӗлчӗҫ, хӑйсем пӗҫернӗ наци апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарчӗҫ, хитре тумӗсене кӑтартрӗҫ.

Жюри пайташӗсем чылай вӑхӑт канашланӑ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ турӗҫ. Куракансен кӑмӑлне каякан пике Олеся Никитина пулчӗ. «Ҫепӗҫ пике» — Диана Карпова, «Хӳхӗм пике» — Ольга Зайцева, «Ӑслӑ пике» — Анастасия Матвеева. Номинацире ҫӗнтернисене планшетпа чысларӗҫ. Кӑҫал «Вице-Чӑваш пики» Анастасия Гурьева пулса тӑчӗ. «Чӑваш пики» ята вара Муркаш тӑрӑхӗнчен килнӗ Виктория Тихонова тивӗҫрӗ. Ӑна ҫитес ҫул Крымра канмашкӑн путевка пачӗҫ.

#Чӑваш пики, #Вӑрнар районӗ, #Канаш районӗ, #Муркаш районӗ, #конкурссем, #Тӑвай районӗ, #чӑвашлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем