Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Канаш хулинче ача-пӑча шӑрпӑкпа вылянӑран хваттерте пушар тухнӑ. Ку инкек Хӗвелтухӑҫ районӗнче пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 14 сехет хыҫҫӑн пулнӑ. Пушарта 25-мӗш ҫуртӑн тӗпелӗ ҫунса кайнӑ. Вырсарникун каҫхине Шупашкар округӗнчи Кӑшавӑш ялӗнче хута яма пуҫланӑ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманран тухнӑ тесе палӑртнӑ. Пушарта стройматериал, хӑма урай ҫунса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енри ШӖМ видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм кафере арҫынсемпе ӗҫсе ҫинӗ. Анчах савӑнӑҫ нумая пыман, арҫынсенчен пӗри ӳсӗр хӗрарӑмӑн телефонне туртса илсе тарнӑ. Пӑтӑрмах пирки 37 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 11 сехет те 30 минутра пӗлтернӗ. Ушкӑн хулари Декабристсен урамӗнчи кафере пулнӑ. Тӗрӗсрех, апатлану ҫуртӗнчен тухсан, урамра. Ҫаратакан арҫынна йӗрке хуралҫисем часах тытса чарнӑ. Вӑл такси тытса ларса кайма тӑнӑ, анчах ӗлкӗреймен. 49 ҫулти арҫын судпа унччен те темиҫе хутчен айӑпланнӑскер иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, пушӑн 13-мӗшӗнче, Пӑрачкав муниципаллӑ округӗнчи Напольное ялӗнче пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пӳрт тата хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Пушара сӳнтерсен 1933 ҫулта ҫуралнӑ кинемей виллине тупнӑ. 1958 ҫулта кун ҫути курнӑ хӗрарӑм вара суранланнӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине, инкек мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Кӗҫӗр, ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре, Етӗрне округӗнчи Сӑрҫи ялӗнче 82 ҫулти арҫыннӑн килӗнче мунча ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм кӗске вӑхӑтранах юнашар ларакан ҫурт ҫине куҫнӑ. Пушарнӑйсем 96 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхасакан ҫулӑмпа кӗрешнӗ. Пушар мунчана, пурӑнмалли ҫурта тӗп тунӑ. Юрать, кил хуҫи хӑй шар курман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрохатӗр йӗркеллӗ ӗҫлеменнипе пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
krarm.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Санькасси ялӗнче халӑхпа пуху ирттернӗ чух вӑрҫӑнса кайнине, пухӑва ӳкерсе тӑракан пӗр сусӑртан телефон туртса илме хӑтланнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паянхи пресс-конференцие ҫав ҫынна хӳтӗлесерех калаҫрӗ. Пуҫлӑх йӗрке хуралҫисен ячӗпе заявлени ҫырса панӑ иккен. Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, МИХсем пӗр енлӗрех хыпарланӑ. «Каччи ҫамрӑк», ун пурнӑҫне пӑсса хуни аван мар. Вӑл унччен, Канаш районӗнче ӗҫленӗ чухне, ырӑ енӗпе палӑрнӑ-мӗн. «Чи лайӑх муниципалитет практики» федераци конкурсӗнче икӗ хутчен ҫӗнтернӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Красноармейски тӑрӑхӗнчи прокуратура ачасене йытӑ ҫыртнӑшӑн администрацине явап тыттарасшӑн. Хуҫасӑр йытӑсем ачасене Красноармейскинчи Ленин тата Слукин урамӗсенчи ҫуртсем тӗлӗнче тапӑннӑ. Вӗсем икӗ ачана шар кӑтартнӑ. Вӗсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Ачасен правине хӳтӗлесе вырӑнти надзор органӗ суда тухнӑ. Тавӑҫра Красноармейски муниципаллӑ округӗн администрацийӗнчен 20 пин тенкӗ укҫа шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Ку вӑл — ачасене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнине саплаштарма. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сӑнӳкерчӗк Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Мӑрсакасси ялӗнчи 24 ҫулти каччӑна 9 ҫул ҫурӑлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Аса илтерер: Мӑрсакасси каччи виҫӗ ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑ, вӗсенчен укҫа тапӑннӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вара вӑл 56-ри арҫынна килне кайса хӗнесе пӗтернӗ, Унтан ӑна ятарлӑ шӗвекпе сапнӑ та вӗлерессипе хӑратса чӗртсе янӑ. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каччӑ каллех ҫав арҫын патне пырса кӗнӗ. Хытах хӗнесе пӗтернӗ хыҫҫӑн шар курни вилнӗ. Пуҫтах ҫав каччӑ пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче тепӗр ҫынна хӑратса унтан укҫа тапӑнса пурӑннӑ, хӗненӗ. Лешӗ ӑна пурӗ 30 пин тенкӗ панӑ. Кунсӑр пуҫне каччӑ тепӗр ҫынна хӗненӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьелте Хусантан килнӗ ултавҫӑна тытса чарнӑ. Вӑл 62 ҫулти хӗрарӑма хӑратса унран 400 пин тенкӗ илсе тухса кайнӑ. Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15 сехетре пӗлтернӗ. Улталаннӑ хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ, унӑн тӑванӗн хӗрӗ ҫул ҫинчи инкек лекнӗ тесе хӑратнӑ. Яваплӑха кӑштах «ҫемҫетме» курьер урлӑ 400 пин тенкӗ пама ыйтнӑ. Ял хӗрарӑмӗ ҫапла тунӑ та. Укҫана темле каччӑна тыттарса янӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӗрарӑм тӑванӗ патне шӑнкӑравлама ӑс ҫитернӗ. Укҫа илсе кайнӑ каччӑна кӗҫех тытса чарнӑ. Вӑл Хусантан килнӗ 19 ҫулти каччӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта ют ҫӗршыв арҫынни пенсири хӗрарӑма ҫаратнӑ. Ӑна иртен-ҫӳрен тытса чарнӑ. Вӑтам Азири ҫӗршывсенчен пӗринчен килнӗ 38 ҫулти арҫын 72-ри кинемейӗн сумккине ярса илнӗ. Ватӑ ҫын лавккаран таврӑнать пунӑ. Ют ҫын сумккипе аякка тарайман — хӗрарӑм сумккипе урам тӑрӑх чупакана, ун хыҫӗнче пулӑшу ыйтса кӑшкӑракан ватта курсан Павел Ивашков таркӑна такӑнтарса ӳкернӗ. Вырӑна Лариса Изотова чупса пынӑ, вӑл йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Ватта ҫаратма тӑнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ, ҫынна пулӑшнисене вара Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче вырӑн тавраш сутакан лавккана явап тыттарасшӑн. Тавар сутнишӗн мар-ха. Ытла хытӑ рекламӑланӑшӑн. Усламҫӑна явап тыттарасси пирки Федерацин монополипе кӗрекен службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ. Сасӑ рекламине Иван Яковлев проспектӗнчи 3 ҫуртра вырнаҫнӑ «ЦентрУМ» универмаг умӗнче янӑратнӑ. Ивановӑри вырӑн таврашне сутасси пирки Екатерина Ермакова уйрӑм усламҫӑ ҫавӑн пек пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |