Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнче пурӑнакан 57-ри арҫын тӗрмерен 2018 ҫулта тухнӑ. Вӑл унта ашшӗне хӗнесе вӗлернӗшӗн ларнӑ.

Арҫын каллех суд сакки ҫине ларӗ. Хальхинче - амӑшне вӗлернӗшӗн.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче вӑл килӗнче 81 ҫулти амӑшне хӗнесе пӗтернӗ. Ватӑ хӗрарӑм тепӗр эрнерен реанимацире вилнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
www.banki.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.banki.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кредит учрежденийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен 54 ҫулти кассир патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ.

Хӑйӗнпе вӑл Тӗп банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ӑна вӑл Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи уйрӑм пӳлӗмне ватнӑ, кредит илме хӑтланаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ.

Хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Унтисем ӑна ултавҫӑсем тесе хуравланӑ. Апла пулин те кассир ют ҫынпа ҫыхӑну тытма пӑрахман, 150 пин тенкӗ кредит илсе куҫарса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта спорткомплекса юсанӑ чухне рабочи вилнӗ.

Ҫавӑншӑн Йӗпреҫ муниципалллӑ округӗнчи усламҫӑна явап тыттарасшӑн. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах усламҫӑ ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнманран пулса иртнӗ.

2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче 3-мӗш спорт шкулӗ юсав ӗҫне ирттерме строительство организацийӗпе килӗшӳ тунӑ. Инкек пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Вентиляци шахтинче 15 метр тӑршшӗ тимӗр пӑрӑха вырнаҫтарнӑ вӑхӑтра пӑрӑхӑн аялти пайне каснӑ чухне ҫав татӑк рабочин пуҫӗ ҫине ӳкнӗ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви сайтри сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви сайтри сӑн

Пӑрачкавра икӗ хутлӑ склад ҫунннӑ. Ку пӑтӑрмах ӗнер каҫхи 11 сехетре пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм икӗ хутлӑ складӑн тӑррине, унта пулнӑ пурлӑха тӗп тунӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электрохатӗрсемпе тӗрӗс усӑ курманран тухнӑ. Ҫулӑм 200 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Халӗ пушар мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/4908
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/DTPcheb телеграм-каналти сӑн
t.me/DTPcheb телеграм-каналти сӑн

Паян 9 сехет те 7 минутра Шупашкарта «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче водитель машинӑпа пынӑ чухнех вилнӗ. Юрать-ха, вӑл ҫав самантра шӑпах светофор умӗнче чарӑннӑ, ҫавӑнпа никампа та ҫапӑнман.

Водитель «Лада Гранта» машинӑпа пынӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн чӗри чарӑнса ларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/DTPcheb/2413
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр пӗр ҫын лавккара ҫын сумккине вӑрланӑ. Пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

41 ҫулти хӗрарӑм хулари лавккасенчен пӗринче, Николаев урамӗнчи супермаркетра, япала хумалли камерӑра хӑйӗн сумккине хӑварнӑ. Каялла тухнӑ чухне пӑхать те сумка ҫухалнине асӑрхать. Хӗрарӑм 5 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснине пӗлтернӗ.

Йӗрке хуралҫисем кӗҫех вӑрра та тытса чарнӑ. Вӑл ҫын килсӗр-ҫуртсӑрскер пулнӑ. 54 ҫулти арҫын ҫӑрана ватса ҫын япалине илнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрлере пӗр ҫыннӑн килӗ умӗнчи кӑвак чӑрӑша касса кайнӑ. Пӑтӑрмах иртнӗ ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Кил хуҫи йывӑҫа мӑнукӗсем валли 17 ҫул ӳстернӗ.

...Ҫав каҫхине Патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫул хӗррипе арҫын утса пынине асӑрханӑ. Вӑл михӗпе пулнӑ, миххе чӑрӑш чикнӗ.

44 ҫулти арҫын хулари Киров урамӗнчи пӗрисен умӗнче ӳсекен 1 метр та 20 сантиметр ҫӳллӗш чӑрӑша каснӑ иккен. Арҫын пӗччен пурӑннине пӗлтернӗ, йывӑҫа уяв валли капӑрлатас тенӗ-мӗн.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Канаш хулинче тӳнсе кайнӑ автокран рабочие суранлатнӑ. Следстви ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ку пӑтӑрмах пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тимӗр-тӑмӑртан япаласем туса кӑларакан предприятире пулнӑ. Кран ӗҫленӗ чухне тӳнсе кайнӑ, вӑл йӑтма пуҫланӑ тимӗр листа предприяти водителӗ ҫине ӳкнӗ. Ҫапла ку унӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ.

Халӗ следовтельсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/1830
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинче нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринчи подъезда наркотик хума пынӑ ҫамрӑка тытса чарнӑ.

Миттов бульварӗнчи ҫав ҫуртра кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче пакунлисем ҫав самантра урӑх преступление уҫса парассипе ӗҫленӗ. Картлашкапа утса хӑваракан ҫамрӑкран вӗсем мӗн те пулин пӗлмест-и тесе ыйтса пӗлес тенӗ. Анчах лешӗ ним те чӗнмен, чупса тарма тӑнӑ.

Каччӑ ҫав ҫуртри подъёзда наркотик хурса хӑварма пынӑ иккен. Ун ҫумӗнче марихуна пулнӑ. 3,6 грамм ытларах.

Асӑннӑ каччӑ малтан та ҫавӑн пек хӑтланнӑ иккен, ирӗке тухсан вӑл каллех унчченхи мелпех укҫа ӗҫлесе илес тенӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Хусан хулинчи 20 ҫулти каччӑ тӑватӑ ватӑ ҫыннӑн 4 миллион ытла тенкине вӑрланӑ. Ӑна 3 ҫул ҫурӑлӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хӑй шар кӑтартнӑ ватӑсене вӑл укҫана тавӑрса панӑ.

Асӑннӑ каччӑ «Сирӗн тӑван ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ» мелпе улталаканнсен схеминче курьер евӗр пулнӑ.

Шупашкарти пӗр хӗрарӑм 3,7 миллион тенкӗ таран тыттарса янӑ. Тӑванӗсене пулӑшас, инкекрен ҫӑлса хӑварас текенсем татах тупӑннӑ. Шӑпах ҫавӑн йышшисен укҫине илме пынӑ та Хусан каччи.

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ...368
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 23

1917
107
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть