Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Раиса Урядова 100 ҫул тултарнӑ. Хура-шурне нумай курнӑ кинемее тӳре-шара саламланӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Вологда облаҫӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Ҫурҫӗр флотӗнче матрос пулнӑ, икӗ хут аманнӑ. Ӑна 1944 ҫулта демобилизациленӗ.

Раиса Урядова "Химпромра" 40 ҫул ытла снабжени уйрӑмӗнче инженерта ӗҫленӗ.

Мӑшӑрӗпе вӗсем 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

 

Персона

Кӗҫех Чӑваш Ене пӗрремӗш хӗрарӑм космонавт Валентина Терешкова килмелле. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Валентина Владимировна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла ҫитсе килӗ. Анатолий Аксаковпа вӗсем Андриян Николаев музейне реконструкцилесси пирки калаҫнӑ.

Валентина Терешкова пирӗн ентешӗн Андриян Николаевӑн мӑшӑрӗ пулнӑ. Вӗсем 1963-1982 ҫулсенче пӗрле пурӑннӑ. Валентина Терешкова 1963 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче космоса пӗччен вӗҫнӗ. Унта вӑл 2 талӑк та 22 сехет те 50 минут пулнӑ, Ҫӗр тавра 48 хут ҫаврӑннӑ.

 

Персона
Виктор Бритвин архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Виктор Бритвин архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Виктор Бритвин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн чӗри утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Вӑл 2 эрне каялла 68 ҫул тултарнӑ.

Хурлӑхлӑ хыпара тӑванӗсем ӳнерҫӗн халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ. Вӑл мӗншӗн вилнине палӑртман.

Виктор Бритвинпа ыран сывпуллашӗҫ. Кӑнтӑрла арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗнче кӗлӗ вулӗҫ. Унтан Шупашкарти ӳнер училищинче сывпуллашӗҫ. Вӑл ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче 3 ҫул ертсе пынӑ.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР промышленноҫпе энергетика министрне Александр Кондратьева Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ энергетикӗн ятне панӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Александр Кондратьев 37 ҫулта. Вӑл промышленноҫпе энергетика министерствинче 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Малтан вӑл министр ҫумӗ пулнӑ. Кайран министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе вӑл - министр.

 

Персона
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи Толиккассинче паллӑ чӑваш поэтне тата писательне, тӑлмача асра тытса палӑк уҫнӑ.

Георгий Орлов — чылай калавпа повесть авторӗ. Вӗсене вӑл ҫутҫанталӑка юратса ҫырнӑ.

Поэт палӑкне лартма ял ҫыннисем хӑйсем шухӑш тытнӑ, укҫа пухнӑ, палӑка тӑвакана тупнӑ. Ырӑ ӗҫе Валентина Порфирьева пуҫарнӑ. Стелӑна кӗнекене уҫса хунӑ евӗр тӑвас тенӗ.

Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреатне хисеп туса лартнӑ палӑка уҫма тӑван тӑрӑхӗнчи ҫынсем тата хӑнасем пуҫтарӑннӑ. Георгий Орлов хӗрӗ Алла Орлова та пулнӑ.

 

Персона
Иван Тарасов
Иван Тарасов

64 ҫула ҫитнӗ хыҫҫӑн паян Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗн ертӳҫи Иван Тарасов пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки Пушкӑртстанри чӑвашсен пӗрлешӗвӗ хыпарлать.

Иван Григорьевич Пушкӑртстанри Кӑрмаскал районӗнче ҫуралса ӳснӗ, чӑваш халӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Иван Тарасов чӑваш телекӑларӑмӗсене ертсе пынипе паллӑ. Вӑл «Ентешсем» тата «Еткерлӗх» ҫутӗҫ программисен, ҫавӑн пекех 350 ытла кӑларӑм авторӗ.

Иван Тарасов Чӑваш наци конгресӗн пайташӗ, Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш халӑх академин, таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ пулнӑ.

Пушкӑртстанри чӑвашсен пӗрлешӗвӗ унӑн ҫутӑ сӑнарне, вӑл пурнӑҫланӑ ӗҫсене яланах асра тытса тӑрӗ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» те Иван Григорьевич пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнишӗн хурланнине пӗлтерет.

 

Персона
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Вера Кузьмина» кӗнеке-альбом кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан (1923–2021) пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халаллӗҫ.

Чӑваш театрне юратакансем Вера Кузьминана чунтан сума сунӑ. Теприсем ӑна курасшӑнах театра спектакль курма ҫӳренӗ. Ҫирӗп кӑмӑллӑ та йывӑрлӑхра авӑнман-хуҫӑлман хӗрарӑм сӑнарӗсем самай калӑпланӑ вӑл. Пур роле те ӗнентерӳллӗ, чунпа пырса тивмелле вылянӑ.

Кӗнекере сцена ӑстин тӗрлӗ ҫулӗсенчи сӑнӳкерчӗкӗсем, артисткӑран илнӗ интервьюсем, статьясемпе рецензисем пулӗҫ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ Вера Кузьминана халалланӑ кӗнеке-альбома хатӗрлессипе С.В. Журавлев фотограф, Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ В.В. Степанов тата Вера Кузьминан ывӑлӗ А.П. Хузанкай тӑрӑшаҫҫӗ.

 

Персона
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енри Алексей Степанов – федераци шыравӗнче. Ӑна вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. Унӑн суда килмелле пулнӑ, анчах вӑл йӗп пек ҫухалнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӑл Чулхулана ӗҫлеме кайнӑ. Унта кӳршипе пурӑнма хатӗрленнӗ хваттере килнӗ. Кӑштахран Алексей Степанов урама пирус туртма тухнӑ та каялла таврӑнман. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле телефон кӑна илнӗ. Анчах тепӗр кунхине шӑнкӑравсем кайма пӑрахнӑ.

Уйрӑм паллӑ пур: куҫ харши хушшинче тур палли курӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.мвд.рф/
 

Персона
vk.kugesionline пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.kugesionline пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ, профессор, техника наукисен докторӗ, Геннадий Свинцов пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Геннадий Петрович 75 ҫулта пулнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре ҫуралнӑ.

Эпир маларах асӑннӑ аслӑ шкулта Кӳкеҫ ҫынни 1972 ҫултанпа ӗҫленӗ. 1980 ҫулта техника наукисен кандидачӗ ята хӳтӗленӗ, унтан ӑна преподаватель пулма шаннӑ. Малтан ассистентра тӑрӑшнӑ, тепӗр виҫӗ ҫултан кафедра доцентӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Геннадий Свинцов ӗҫленӗ те, хӑйӗн пӗлӗвне те пӗрмай тарӑнлатса-анлӑлатса пынӑ. Вӑл тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ.

 

Персона
Демьян Семёнов. chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Демьян Семёнов. chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Демьян Семёнов журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, политика тата патшалӑх деятелӗ, пурӑннӑ пулсан паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 85 ҫул тултармаллаччӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавна халалласа унӑн тӑванӗсем, ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем асӑну каҫне пухӑннӑ.

Демьян Филиппович Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тата Партин аслӑ шкулӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ ҫулсенче литература сотрудникӗнчен пуҫласа тӗп редактора ҫитнӗ.

1988-мӗш ҫулта ӑна КПСС Чӑваш обкомӗн секретарьне суйланӑ. Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн редакципе издательство пайӗнче 11 ҫул тӑрӑшнӑ. Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн правленине 5 ҫул ертсе пынӑ.

Демьян Семёнова Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗ орденӗпе, тӗрлӗ медальпе тата Хисеп грамотисемпе чысланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, ...150
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ака, 30

1909
115
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
110
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
95
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть