Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
Владимир Сорокин. cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ
Владимир Сорокин. cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енри хӑш-пӗр ҫынна республика шайӗнчи наградӑсемпе чысланӑ. Вӗсен йышӗнче чӑннипех те сумлӑ, хӑйсен ӗҫне парӑнса та тӗплӗн пурнӑҫлакансем сахал мар. Сӑмахран, Г.А. Ильенко ячӗллӗ «ЭЛАРА» ӑслӑлӑхпа производство комплексӗн гендиректорӗн стратегилле аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумне, директорсен канашӗн председательне Владимир Сорокина «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ята панӑ.

Владимир Алексеевич — ҫӗршыври паллӑ учёнӑй, техника наукисен кандидачӗ, профессор, Ракета тата артиллери наукисен академийӗн член-корреспонденчӗ, 100 ытла наука ӗҫӗн авторӗ.

 

Персона
"Чебмедиа" сайтри сӑн
"Чебмедиа" сайтри сӑн

Ӗнер ЧР Пуҫлӑхӗ пулнӑ Михаил Игнатьев вилнӗренпе 3 ҫул ҫитнӗ. Вӑл 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Питӗрти пульницӑра куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.

Вӑл патшалӑх службинче 1996 ҫултанпа тӑрӑшнӑ. Малтан ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Унтан Шупашкар районне ертсе пынӑ. 2002-2010 ҫулсенче вице-премьер – ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ. 2010 ҫулхи ҫулла республика Пуҫлӑхӗн пуканне йышӑннӑ.

2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин шанчӑка ҫухатнӑ тесе ӑна должноҫрен кӑларнӑ. Ҫав ҫул ҫу уйӑхӗнче Михаил Игнатьев РФ Аслӑ судне ку тӗрӗс мар тесе тавӑҫ тӑратнӑ.

 

Персона
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхине Шупашкарти Эльмен урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра 2-мӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсене ҫав ҫуртрах пурӑнакан 45 ҫулти Алексей Кудашев чӗннӗ.

Арҫын хваттерте ҫынсем пулма пултарнине шута илсе алӑкран кӗме хӑтланнӑ, анчах май килмен. Урама тухсан вӑл тӗпелти чӳречерен ачасем пӑхнине курнӑ. Хваттерте вара ҫулӑм алхаснӑ. Алексей газ пӑрӑхӗ тӑрӑх хӑпарса чӳрече ҫӗмӗрнӗ те ачасене унтан кӑларнӑ. Пӗчӗкскерсем 2015 тата 2017 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскерсене пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнче Емельян Арчиков ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Емельян Арчиков асӑннӑ районти Нискасси ялӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, педагог, Чӑваш Енре ӑслӑ географи шкулне йӗркелесе яраканӗ пулнӑ.

Емельян Иванович — географи наукисен докторӗ, профессор. Асӑну хӑмине Нискассинчи шкул ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ. Ҫав ятпа шкула республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир

Бедертдинов тата ытти сумлӑ хӑна пырса ҫитнӗ, хисеплӗ ҫын ҫинчен нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.

 

Персона
mvdmedia.ru сайтри сӑн
mvdmedia.ru сайтри сӑн

Полици капитанӗ Сергей Ежов Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче Атӑл ҫинче катерпа патрульте пулнӑ. Ӑнсӑртран вӑл пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтнӗ.

Пӗр арҫын путма пуҫланӑ иккен, шывран тухаймасть. Сергей Ежов ӗҫтешӗпе Максим Атласкинпа ӑна шывран туртса кӑларнӑ та катер ҫине хунӑ. Ӑна шӑнӑр туртса лартнӑ, хӑй тӑнне ҫухатман-ха.

Путма пуҫланӑ арҫын 30 ҫулта, вӑл – Самара ҫынни. Палӑртмалла: Сергей Ежов полици тытӑмӗнче 30 ҫула яхӑн ӗҫлесе 3 ҫынна путасран ҫӑлнӑ.

 

Персона
porezk.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
porezk.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа сӑвӑсен пуххине кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ку яваплӑха канӑҫсӑр чунлӑ хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑ, поэт, публицист, журналист Лидия Филиппова хӑй ҫине илнӗ.

Вӑл, ентешӗ пекех хастар, ырӑ ӗҫе тӗплӗн, тепӗр чухне ҫеҫпӗлле хӗрӳлӗхпе пурнӑҫлаканскер, мухтавлӑ ентешӗн ятне-сумне асра тытассишӗн ҫине тӑрса талпӑнать. Асӑннӑ тӑрӑхри ениешлӗх хастарӗсем, ҫав шутра Лидия Филиппова та паллах, Канаш районӗнчи икӗ шкулта Ҫеҫпӗл парттисене те уҫнӑччӗ.

...Поэта халалланӑ сӑвӑ кӗнекине валли хайлавсене ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Вӗсене lrigel@rambler.ru электрон почтӑпа ӑсатмалла. Чи лайӑххисене суйласа илсе кӗнеке пичетлесе кӑларӗҫ.

 

Персона
Светлана Гордеева страницинчи сӑнӳкерчӗк
Светлана Гордеева страницинчи сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Литература - пурнӑҫ тӗкӗрӗ» ятлӑ курава уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнакан ҫав курава чӑваш халӑх писателӗн Денис Гордеевӑн 85 ҫулхине тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Светлана Гордееван 55 ҫулхине халаллӗҫ.

Куравра авторсем пултарулӑхне кӗнекесемпе сӑнӳкерчӗксем, документсем тӑрӑх уҫса пама палӑртнӑ. Экспозицире Денис Гордеев прозаикӑн, поэтӑн, драматургӑн уйрӑм япалисемпе наградисем, Светлана Гордеева поэтӑн тата художникӑн ӳкерчӗкӗсем вырӑн тупӗҫ.

Курав ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 14 сехетре уҫӑлӗ. Пултаруллӑ ашшӗпе хӗрӗн ӑсталӑхне хаклакансене унта пурне те хапӑл тӑвӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-56879786_2660
 

Персона
Евгений Степанов архивӗнчи сӑн
Евгений Степанов архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енре ҫуралнӑ Евгений Степанов «Мускаври ӑстасем» конкурсра чи маттурри пулнӑ. 39 ҫултискер халӗ Мускавра пурӑнать.

Евгений Шупашкар районӗнче кун ҫути курнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче ӑс пухнӑ. Кайран вӑл пӗр хушӑ телевиденире ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн экскурсисем ирттерме тытӑннӑ.

Ӗнер унӑн «Мускавра уҫӑлса ҫӳретпӗр» проекчӗ пурнӑҫланма тытӑннӑранпа 7 ҫул ҫитнӗ. Евгений хӑйӗнпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе туристсем валли тӳлевсӗрех экскурси ирттерет: Мускава ҫуран курса ҫӳреҫҫӗ.

 

Персона
Леонид Петров страницинчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
Леонид Петров страницинчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Ҫакӑн пек ӑшшӑн палӑртса хӑварнӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Леонид Петров.

Черетлӗ постне вӑл паллӑ тӗпчевҫӗн, археологӑн, Евгений Михайловӑн ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи черетлӗ ҫуралнӑ кунне халалланӑ. Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгений Петрович Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче археологи пайӗн аслӑ наука сотрудникӗ Не тӑрӑшать.

«Унӑн ӑслӑлӑхри кӑсӑкланӑвӗсем тӗрлӗрен нумай енлӗ пулса пынӑран професси анлӑшӗ те пит сарлака. Эппин, вӑлах тата археолог-архивист, таврапӗлӳҫӗ, музей ӗҫченӗ, вӗрентекен, артефактсен управҫи... Ахальтен мар пулӗ, нумаях та пулмасть ытти ӗҫтешӗсемпе пӗрле (В.Ф. Каховский – ӑна та асӑнмасӑр иртме ҫук, Н.С. Березина, А.Ю. Березин, Н.С. Мясников, С.В. Кузьминых, Б.В. Каховский) патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулса тӑчӗ.

Темиҫе теҫетке хушши ӗнтӗ вӗсем Атӑлпа Сӑр тӑрӑхӗнчи паллӑ вырӑнсене, археологи ӑслӑлӑхӗнчи ҫул-йӗре куҫран вӗҫертмесӗр сӑнаҫҫӗ, тӳрӗ чунпала хӑйсен ӗҫӗсене туса пыраҫҫӗ. Пӗртте тӗлӗнместпӗр, ҫакӑ ҫутӑ тӗнчене эсӗ АРХЕОЛОГ пулмах килнӗ», – пӗтӗмлетнӗ Леонид Петров.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall781919061_238
 

Персона

Красноармейски районӗнчи Тури Чуракасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владислав Павлова контр-адмирал ятне панӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Вӑл Киеври аслӑ ҫарпа тинӗс политика училищинчен вӗренсе тухсан Лӑпкӑ океан флотӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2013 ҫулта 1 ранг капитанӗн ятне илнӗ. Кайран Ҫурҫӗр флочӗн командующийӗн ҫумӗ пулнӑ, тепӗр 2 ҫултан РФ Ҫар вӑйӗсен командующийӗн ҫарпа политика ӗҫӗ енӗпе ҫумӗ пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, [23], 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, ...150
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ака, 30

1909
115
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
110
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
95
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи