Кӗҫех Чӑваш Ене пӗрремӗш хӗрарӑм космонавт Валентина Терешкова килмелле. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Валентина Владимировна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла ҫитсе килӗ. Анатолий Аксаковпа вӗсем Андриян Николаев музейне реконструкцилесси пирки калаҫнӑ.
Валентина Терешкова пирӗн ентешӗн Андриян Николаевӑн мӑшӑрӗ пулнӑ. Вӗсем 1963-1982 ҫулсенче пӗрле пурӑннӑ. Валентина Терешкова 1963 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче космоса пӗччен вӗҫнӗ. Унта вӑл 2 талӑк та 22 сехет те 50 минут пулнӑ, Ҫӗр тавра 48 хут ҫаврӑннӑ.
Вулакан // 6564.9.9679
2023.07.25 16:07 | |
Терешковӑн ним тума та килмелле мар.Вӑл пирӗн юратнӑ Андриян ятне асӑннине астумастӑп.Тахҫанах маннӑ вӑл ӑна. | |
Agabazar // 3326.17.7413
2023.07.31 12:33 | |
Килтĕр. Анчах та хăйне еплерех кăтартать вĕт... Ку вара Терешковăран çеç мар, вырăнти çынсенчен те килет... |