Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пухусем

Культура

Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн йышне икӗ ҫӗнӗ ҫын кӗнӗ. Асӑннӑ пӗрлешӳ черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта ытти тӗрлӗ ыйтупа пӗрлех союза кӗме заявлени ҫырнисене те пӑхса тухнӑ.

Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, профессионал ҫыравҫӑ пысӑк ята Мальвина Петрова тата Инесса Шашкина ҫамрӑк авторсем те тивӗҫнӗ.

Мальвина Петрова сӑвӑсем тата сатирӑллӑ юптарусем ҫырать, Инесса Шашкина — калавсем. Вӗсен ӗҫӗсем Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ «Пирӗшти патне янӑ ҫыру» кӗнекере пичетленнӗ.

 

Политика

Вӑрмар районӗнче ҫӗнӗ пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫри ҫынна палӑртмалли пуху паян, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, иртнӗ. Пухӑва районти тӳре-шарапа пӗрлех республикӑри пуҫлӑхсем те пырса ҫитнӗ.

Депутатсем паянхи ларура пӑхса тухнӑ ыйтусем пуҫлӑх суйлассипе ҫеҫ ҫыхӑннӑ. Конкурсра Дмитрий Иванов тата Леонид Степанов ҫӗнтернӗ.

Пухура иккӗшӗнчен пӗрне суйлама тивнӗ. Депутатсем Дмитрий Иванов кандидатурине ырланӑ.

Паянтан, сӑмах май, Улатӑр хулин администрацийӗнче ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫак должноҫре Сергей Лукишин тӑрӑшӗ. Ӑна тилхепене тыттарассипе ҫыхӑннӑ пуху ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ.

 

Персона

Шупашкар хули хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне хатӗрленет. Ҫавӑн умӗн хулара Депутатсен пухӑвӗн 52-мӗш черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусен шутӗнче «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята парасси те пулнӑ. Хулари Депутатсен пухӑвӗ хӑйӗн сайтӗнче ку ыйтӑва тӗп тесе пӗлтернӗ.

Хулан хисеплӗ ҫынни пулма тивӗҫлӗ кандидатсем 11-ӗн пулнӑ. Ҫынсем хӑйсен шухӑшне пӗлтерччӗр тесе хула ертӳҫисем «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ портал) порталта сасӑлав йӗркеленӗ. Унта утӑ уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче сасӑлама май туса панӑ. Хӑйсен шухӑшне пӗлтернисенчен 30,8 проценчӗ «Элара» предприятин гендиректорӗн патшалӑх влаҫӗсемпе ҫыхӑну тытакан ҫумӗшӗн Наталия Партасовӑшӑн сасӑланӑ. Хулари депутатсем те уншӑн сасӑланӑ.

 

Политика

Сӗнтӗрвӑрри районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн сити-менеджер тилехепине вӑхӑтлӑха Владимир Мустаева шанчӗҫ. Унччен вӑл райадминистрацире пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ — экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. Елчӗк районӗнче ҫуралнӑскер Шупашкар районӗнче тӗрлӗ должноҫре чылай ҫул ӗҫленӗ.

Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрринче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пуҫлӑх пулма республика шайӗнче сӗннӗ кандидата тишкернӗ. ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алевтина Федоров ертсе пыракан комисси Владимир Мустаева сити-менеджер пулма сӗннӗ. Анчах районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем яхӑнне те яман. 17 депутатран 6-шӗ ҫеҫ Владимир Муставшӑн сасӑланӑ. Ҫапла вара вӑл тивӗҫе пурнӑҫлакан пулса юлнӑ.

Пуҫлӑха авӑн уйӑхӗн суйлав хыҫҫӑн ҫеҫ палӑртӗҫ.

 

Политика

Улатӑр хули пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Муниципалитетӑн сити-менеджерӗ Владимир Степанов ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫемҫе пукана хӑй кӑмӑлӗпе пушатнӑ. Владимир Степанов ӗҫрен кайма ҫырса панӑ заявление вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Сӑмах май, Владимир Степанова 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫлӑха лартнӑ.

Хальхи вӑхӑтра Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама сити-менеджерӑн пӗрремӗш ҫумӗ – архитектура, хула строительстви, транспорт, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Фёдоровӑна шаннӑ.

 

Политика

Етӗрне районӗнче ӗнертенпе ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫӗ тытӑннӑ. Унӑн кандидатурине ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине вырӑнти ҫынна, ял хуҫалӑх пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Александр Семенова тыттарнӑ.

Конкурса хутшӑннӑ тепӗр ҫын та — вырӑнтисемех. Вӑл — Алексей Иванов, Гостехнадзор инспекцийӗн Етӗрне районӗнчи аслӑ инспекторӗ — инспекци пуҫлӑхӗ.

Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Софронова ӗҫрен кӑларассине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Софронова хӑй ирӗкӗпе заявлени ҫырма Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хистенӗ. Асӑннӑ пуҫлӑхӑн ӗҫрен кайма тивни вӑл тӑрӑхра кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ имӗш.

 

Политика

Олег Николаев (вӑл «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, анчах суйлава хӑй тӗллӗн хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ) Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас тенине ырлакан партисен йышӗ хушӑнса пырать.

Маларах унӑн кандидатурине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн пухӑвӗнче ырланӑччӗ. Каярах «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти пайташӗсем пухӑва пуҫтарӑннӑччӗ, вӗсем те Олег Николаев шухӑшне кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ.

Ӗнер «Родина» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв) партин регионти уйрӑмӗ конференцие пухӑннӑ. Унта республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑннӑ. Пухӑва пухӑннӑ парти пайташӗсем Олег Николаев республика ертӳҫин суйлавне хутшӑнассине пӗр шухӑшлӑн ырланине пӗлтернӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ паян ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Общество организацийӗн ертӳҫи пулма республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн мӑшӑрне Наталья Николаевӑна шаннӑ.

Хӗрарӑмсен канашӗн черетсӗр 29-мӗш съездӗнче организацин унчченхи ертӳҫи Алевтина Федорова ӗҫе пӗтӗмлетсе доклад тунӑ. Чӑваш Ен вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ҫак хӗрарӑм общество организацийӗн ертӳҫинче ӗҫлесе ӗлкӗрме йывӑррине, вӑхӑт ҫитменнине пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ ертӳҫӗ Наталья Николаева хӗрарӑмсен канашӗ унччен тунӑ ӗҫсене малалла тӑсма шантарнӑ. Кӑҫалхи ҫулталӑк кӑсӑклӑ та тӗрлӗ ӗҫпе, ҫӗнӗ проектсемпе асра юлассине палӑртнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫак эрнере Муркаш районӗнчи Ильинка ял тӑрӑхӗнче пуху иртнӗ. Вӑл тӑрӑхри Йӑпӑлти ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӗр лаптӑксенчен пӗрне строительство материалӗсем, хӑйӑр, вак чул валли уйӑрасшӑн пулнӑ. Ҫав ыйтупа унтисем халӑх итлевне пуҫтарӑннӑ. Пухӑва Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев та хутшӑннӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. Депутата вӑл тӑрӑхрисем хӑйсем чӗнсе илнӗ.

Депутат пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл лаптӑка рекреаци тӗллевӗпе упраса хӑварма пултарнӑ.

Александр Андреев халӑх шухӑшӗпе кӑсӑкланманнинчен, сӗмсӗрлӗхрен тӗлӗннине пӗлтернӗ. Вӑл ҫавӑн пекех коммунистсен партийӗ ҫынсен интересне хӳтӗлеме ялан хатӗррине пӗлтернӗ.

 

Политика

Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма 52 ҫулти Валерий Шигашева шаннӑ.

Асӑннӑ хула пуҫлӑхӗн пуканне йышӑнас камӑллисем 4 ҫын таран тупӑннӑ. Анчах республикӑри комисси вӗсенчен иккӗшне суйласа илнӗ.

Хулари Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем черетсӗр ларӑва ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пуҫтарӑннӑ. Унта республикӑри конкурс комиссийӗн пуҫлӑхӗ – строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн Александр Героев та пырса ҫитнӗ.

Депутатсем Валерий Шигашевшӑн пӗр саслӑн пулса сасӑланӑ.

Ҫӗнӗ пуҫлӑх Ҫӗмӗрлере 1967 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче техникумра тата аслӑ шкулта вӗреннӗ. Салтака кайма килсен хулари савутсенче ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче усламҫӑ пулса тӑрӑшнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 29
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи