Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.5 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлӑ район ертӳҫине ӗҫрен кӑларӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 25.05.2020 06:03 | 1310 хут пӑхнӑ
Политика

Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Софронова ӗҫрен кӑларӗҫ. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл заявлени ҫырнӑ та-мӗн. Ӑна ҫапла тума Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хистенӗ имӗш.

Чӑваш Енри паллӑ журналист хыпарланӑ тӑрӑх, Андрей Софроновӑн ӗҫрен кайма тивни вӑл тӑрӑхра кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ. Етӗрне хулинче, ав, кашни ҫӗрмӗш ҫынна ку вирус ернӗ. Амак алхаснине асӑннӑ район Чулхула облаҫӗпе юнашар пулнипе те (унта вара чирлекенсем йышлӑ теҫҫӗ), яваплисем ӗҫлесе ҫитерейменнипе те сӑлтавлаҫҫӗ. Район ертӳҫисене тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнманшӑн республика шайӗнче сӑмах лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская хулара ҫирӗп мерӑсем (карантин) йышӑнма сӗннӗччӗ.

#карантин, #Роспотребнадзор, #Етӗрне, #Етӗрне районӗ, #сывлӑх, #кӑшӑлвирус, #ӗҫ вырӑнӗсем, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем