Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: конкурссем

Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта палӑк лартма йышӑннӑ. Комисси эскиз проекчӗсен конкурсне пӗтӗмлетрӗ.

Аса илтеретӗп, кун пирки ҫӗртме уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Конкурса 3 ҫын кӑна хутшӑннӑ. Республикӑра пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне пӗлес тесе палӑк эскизӗсене ӳнер музейне вырнаҫтарнӑ. Унта пыракансем хӑш скульптура ытларах килӗшнине кӗнекере ҫырса хӑварнӑ. Хаклава Яков Гавриловичӑн хӗрӗ те хутшӑннӑ. Ятарлӑ комисси ӗҫсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн пӗри те конкурс ыйтнине туллин тивӗҫтермест тесе йышӑннӑ. Вӗсен шучӗпе Ухсай сӑнарне палӑк авторӗсем уҫса парайман. Конкурса комисси тепӗр хут ирттерме сӗннӗ.

 

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирртерекен «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» фантастикӑпа фэнтези хайлавӗсен литература ӑмӑртӑвне пӗрремӗш сӑвӑ-калавсем киле пуҫларӗҫ.

Чи малтанхи Хӗрлӗ Чутай районӗнчен ҫитрӗ — Роксана Хромова (тӑтӑшах хутшӑнать) «Шыв туррине ирӗке кӑлартӑм» ятлӑ калав ярса панӑ. Канаш районӗнчи РФ Геройӗ Н.Ф. Гаврилов ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Янкӑлчри вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Шемякина Кристина та хӑйӗн «Юрату паркӗ» калавне вӑраха тӑсмасӑр пирӗн пата ҫитернӗ. Патреккелти (Елчӗк районӗ) шкултан та ярса панӑччӗ — шел те, ӑмӑртун йӗрки-шывне тивӗҫтерменрен (сарӑмпа хатӗрлемен, Arial Cyr шрифтпа ҫапнӑ) ӑна хальлӗхе электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарман.

Асилтеретпӗр: Ӑмӑрту йӗрке-шывӗпе килӗшӳллӗн, ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫлениччен ярса панӑ ӗҫсене 1 балл хушса хаклӗҫ.

Малалла...

 

2011. Ҫуркунне те ҫитрӗ. Ҫулсерен шкул ачисемпе вӗрентекенсем хушшинче ирттерекен литература ӑмӑртӑвне пуҫлама та вӑхӑт ҫитрӗ. Кӑҫал вӑл «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» ятлӑ пулӗ, хутшӑнакасен хӑйӗн пултарулӑхне фактастикӑллӑ е фэнтезиллӗ хайлав ҫырса палӑрмалла пулӗ. Интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Ӑмӑртӑва 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе шкул ачисем тата вӗрентекенсемпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хутшӑнайраҫҫӗ, хайлаври ӗҫ-пуҫ шывпа ҫыхӑнмалла (юханшыв, пӗве историне уҫса памалла, е ун хӗрринче, ун тавра пулса иртмелле). Тӑван тавралӑхри шывпа ҫыхӑнни тата та пахарах. Хушма тема: Атӑлҫи Пӑлхар. Хайлав ӗҫ-пуҫӗ ҫак авалхи, пирӗн мӑн асаттесен вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталаннӑ патшалӑхра пулса иртни ӗҫе лайӑхрах хаклама май парӗ.

Ӑмӑрту 3 тапхӑртан тӑрать. Паянтан пуҫласа чӳкӗн 1-мӗшӗччен малтанхи тапхӑр пулӗ — ку вӑхӑтра эпир сирӗн хайлавсене йышӑнатпӑр.

Малалла...

 

Ольга Курикова. Елена Хлынова сӑнӳкерчӗкӗ.
Ольга Курикова. Елена Хлынова сӑнӳкерчӗкӗ.

«Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Тутарстанра «Чӑваш пики» конкурс тапхӑрӗ пырать. Пӑва районӗнчи Рункӑ ялӗнче ҫак районти чи хитре, ҫепӗҫ те пултаруллӑ, чи хӳхӗм те тӑрӑшуллӑ хӗрсем Пӑва тӑрӑхӗнчи «Чӑваш пики» ята тивӗҫлӗ пулас тесе тупӑшрӗҫ. Ӗлӗк чипер хӗрсене ӗҫре, вӑйӑра суйланӑ. Хальхи саманара пикесене конкурссенче суйлаҫҫӗ. Теветкелленсе сцена ҫине тухнӑ хӗрсем пурте хӑйне кура илемлӗ, ҫепӗҫ. Хӑйсене тыткалани, утти, кулни-калаҫни те вӗсен килӗшӳллӗ. Жюри вӗсене тӗрлӗ енлӗ хакларӗ: илемлӗхӗпе, пултарулӑхӗпе, чӑваш халӑхӗн тутлӑ апачӗсене мӗнлерех пӗҫернипе, литература тата йӑла-йӗрке пӗлӗвӗсемпе.

Хӑшӗ юрӑпа каласа пачӗ хӑйӗн ҫинчен, теприн ҫинчен унӑн вӗрентекенӗ пӗлтерчӗ, хальхи технологи пулӑшӑвӗпе те усӑ курчӗҫ, чӑваш фольклор тӗсӗпе усӑ курса та хӑйсем ҫинчен каласа пама пултарчӗҫ вӗсем.

Виҫӗ тӗслӗ тумпа хӑйсене кӑтартрӗҫ чиперккесем. Юлашкинчен шурӑ туй кӗпи тӑхӑнса тухнӑ хӗрсене курсан нумай каччӑн чӗри тухса тарасла тӑпӑртатрӗ-тӗр. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесем парса саламланӑ вӑхӑтра Рункӑ Культура ҫуртӗнчи оркестрӑн сасси ытти чухнехинчен савӑнӑҫлӑрах та уҫҫӑнрах янӑрарӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/3737.html
 

ҪУ
05

Ылтӑн этно мистер — чӑваш каччи
 Николай Ларионов -Йелмел | 05.05.2011 09:02 |

Леонид Антонов чӗлхе кунӗнче
Леонид Антонов чӗлхе кунӗнче

Чӗмпӗрте С.Морозов кӗпӗрнаттӑр пуҫарнипе пӗрремӗш хут тӗнче шайӗнче тӗрлӗ нацисен хушшинче «Этно мистер» конкурс иртрӗ. Унта 10 каччӑ хутшӑнчӗ — Израильтен, Нигерирен, Арменирен, Азербайджанран, Казахстанран тата ытти ҫӗртен. Чӑвашсен ятне Шупашкартан килнӗ Леонид Антонов (Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ) хӳтӗлерӗ. Вӑл хӑйне пулӑшма «Асамат» ушкӑна илсе килнӗ. Ку ушкӑна куракансем тата жюри «чувашские песняры» тесе мухтарӗҫ.

Юлашкинчен жюри председателӗ Елена Морозова ҫӗнтерӳҫӗ кам пулнине пӗлтерчӗ. Вӑл чӑваш каччи — Леонид Антонов! Ҫапла вара вӑл «Ылтӑн этно мистер-2011» ята тата хаклӑ парнене тивӗҫрӗ! Залри халӑх авалхи чӑвашсен Аттил патши тумне тӑхӑннӑ Л.Антонова ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗ.

 

Вӑйӑ-конкурс Дипломӗпе медалӗ
Вӑйӑ-конкурс Дипломӗпе медалӗ

Чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен ачасен «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн иккӗмӗш куҫӑм тапхӑрӗ акан 21-мӗшӗнче муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски иккӗмӗш вӑтам шкулӗнче иртрӗ. Унта пӗрремӗш куҫӑмсӑр тапхӑрта ҫӗнтернӗ 68 вӗренекен хутшӑнмаллаччӗ. Шел пулин те, вӗсенчен 21 вӗренекен ҫеҫ иккӗмӗш тура килме май тупнӑ. Вӗрентекенсемпе вӗренӳ органӗсен яваплӑ ҫыннисем тӑрӑшнӑ пулсан майне тупма пулатчӗ пуль-ха... Ҫапах та Районсем хушшинчи V «Ҫамрӑк ӑсчах» инҫет вӑйӑ конкурс ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Финала 4 район ачисем (Красноармейски, Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Комсомольски) хутшӑнма пултарчӗҫ. Вӗрентекенсене тавах уншӑн. Тӑкаклӑ инҫе ҫула илсе тухса ачасен пӗлӗвне тӗрӗслес тата аталантарас текен вӗрентекенсем вӗсем. Ҫӗнтерӳҫӗ паллӑ. Вӑл — Красноармейски районӗнчи Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче 10 класра вӗренекен Маркова Анна (вӗрентекенӗ — Кузьмина Юлия Егоровна).

Малалла...

 

Виталий Михайловӑн сайчӗ
Виталий Михайловӑн сайчӗ

Ака уйӑхӗн 18-22-мӗшӗсенче педагогсен чӑвашла хатӗрленӗ сайчӗсен конкурсӗ пулчӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхин кунне халалласа Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттерчӗҫ. Пиллӗк кун хушшинче сасӑлава 469 ҫын регистрациленнӗ. Вӗсенчен 19-ӑшӗ сасӑлава хутшӑнас темен, 30-ӑшӗ хӑйсен сассине пӗр сайта та паман. Пӗрремӗш вырӑна 114 сасӑ пухса Краснормейскинчи 2-мӗш шкулта ӗҫлекен Виталий Михайлович Михайлов тухнӑ, иккӗмӗш вырӑнта — Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта ӗҫлекен Ядрицова Алена Андреевна (101 сасӑ), виҫҫӗмӗш вырӑнта — Канаш хулинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 6-мӗш вӑтам шкулта тӑрӑшакан Нина Спиридоновна Ершова (65 сасӑ).

Саламлатпӑр!!!

 

Концертри самант
Концертри самант

Акан 16-мӗшӗнче Ача юррисене юрлакансен юбилейлӗ 5-мӗш «Мехел» конкурсӑн республикӑри гала-концерчӗ иртрӗ. «Паян ҫак сцена ҫинче малашне пирӗн наци культурин чапне саракан ҫамрӑк артистсем тухса юрлаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансем ҫулсерен ӑсталанса пыраҫҫӗ, ҫӗнӗ талантсем палӑраҫҫӗ. Ҫакӑ Чӑваш Ен юрӑ-кӗвӗ культури малашне ӑнса аталанассине шанма май парать», — конкурсантсемпе куракансене саламланӑ чухне палӑртрӗ Роза Лизакова, Чӑваш Ен культура министрӗ.

Елена Ижендеева, ВГТРК-н «Чувашия» ГТРК филиалӗн директорӗ, конкурс юрӑҫсемшӗн тата вӗсен ертӳҫисемпе организаторӗсемшӗн тапса тӑран хавхалану ҫӑлкуҫӗ пек пултӑр тесе сунчӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗ ячӗшӗн кӑҫал республикӑн районӗсемпе хулисенчен 140 юрӑҫ хутшӑнса ӑмӑртрӗ. Вӗсенчен 65-ӗшӗ финала тухрӗҫ. Конкурсӑн 30 лауреатне асӑнмалӑх парнесемпе тата ятарлӑ статуэткӑсемпе чысларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене жюри кӑна мар, куракансем SMS майӗпе янӑ сасӑ та палӑртрӗ. Куракансене чи килӗшнӗ 2 юрӑҫа ятарлӑ парнепе чысларӗҫ.

«Мехел» конкурсӑн юбилейлӗ ҫулӗ унчченхисенчен интереслӗрех, ӑстарах та пулчӗ теме пултарчӗҫ жюри членӗсем.

Малалла...

 

Республикӑри районсем хушшинчи «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн пӗрремӗш куҫӑмсӑр турӗ вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски районӗнчи вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен меслетлӗх ушкӑнӗ йышӑннипе ирттернӗ. Ушкӑн ертӳҫи — З.П.Михайлова. Вӑйӑ конкурс авторӗ тата ӑна пуҫарса йӗркелесе пыраканӗ — В.М. Михайлов.

Конкурс акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен пычӗ. Унта хутшӑнакансен «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ конкурс сайтӗнче 35 ыйтуран тӑракан тест ыйтӑвӗсем ҫине онлайн (тӳрӗ ҫыхӑнура) хуравламаллаччӗ. Сайта пурӗ 382 ача кӗрсе ӗҫе пурнӑҫлама ҫырӑннӑ. Вӗсенчен 262-шӗ тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Тулли хурав памашкӑн 230 ача ҫеҫ пултарнӑ. Вӗсенчен вӑйӑ конкурсӑн куҫӑм (иккӗмӗш) турне хутшӑнма 68 ача ирӗк ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен ятлӑхне http://chuvsite.ucoz.ru/ сайтран уҫласа илме пулать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvsite.ucoz.ru/
 

Шӑматкун, акан 2-мӗшӗнче, Шупашкарти шкул тулашӗнчи ӗҫсен «Эткер» центрӗнче Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ ӑмӑртӑвӗ вӗҫленчӗ.

Ӑмӑрту темиҫе тапхӑртан тӑнӑ — килти ӗҫ (ӑслӑлӑх тӗпчевӗ ирттермелле пулнӑ), сӑмахкаҫмӑшсен ӑмӑртӑвӗ (куҫӑмсӑр майпа иртнӗ), сценарисемпе паллаштарасси тата интелектуаллӑ кӗрешӳ. Шӑматкун «Эткерте» сценарисемпе паллаштарчӗҫ тата «кӗрешӳ» иртрӗ.

Чи малтанах ачасен умӗнче ятарласа чӗннӗ хӑнасем тухса калаҫрӗҫ: пултаруллӑ сӑвӑҫӑн хӗрӗ Ольга Яковлевна, паллӑ сӑвӑҫ Юрий Сементер, ҫыравҫӑ-журналист Аристарх Димитриев тата ыттисем. Вӗсем Яков Ухсай пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, ӑна сӑнласа пачӗҫ.

Малалла вара ӑмартӑвӑн сценарисемпе паллаштармалли пайӗ пуҫланчӗ. Ӑна хатӗрленӗ чухне хутшӑнакансен Яков Ухсай сӑввисене е ӑна халалласа ҫырнӑ хӑйсен сӑввисене тӗпе хурса мӗнле те пулин представлени тумалла пулнӑ. Ҫӗнтерме чӑн та йывӑр пулчӗ — артист та пулмалла, Яков Ухсайӑн кун-ҫулне те пӗлмелле.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, 143, 144, [145], 146, 147, 148, 149, 150, 151
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 19

1878
146
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
109
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
37
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
33
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын