Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: конкурссем

Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 15-мӗшӗччен пирӗн республикӑра «Ҫулталӑкӑн обществӑлла чи лайӑх воспитателӗ» конкурс иртмелле.

Ӑна Ҫул ҫитменнисен ӗҫпе тата вӗсен прави енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗ йӗркелет иккен. Ӑмӑртӑвӑн тӗллевӗ шутне обществӑлла чи лайӑх воспитательсене палӑртассине, вӗсен ят-сумне ӳстерессине тата ыттине кӗртнӗ. Конкурс условийӗпе республикӑн Вӗренӳ министерствин сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма май пур.

 

Ҫӗрпӳ районӗнче «Тӗлӗнтермӗш шкул хӗрачи 2013» конкурс ирттерме шутланӑ. Унта 9–11-мӗш классенче вӗренекенсене хутшӑнма ирӗк параҫҫӗ. Хӑйсен пултарулӑхне конкурсра тӗрӗслес тесен малтанласа заявка памалла тата хӑйсемшӗн кар тӑма килӗшекен 5 ҫынтан тӑракан ушкӑна тупса хатӗрлемелле.

Ӑмӑрту ҫак уйӑхӗн 25-мӗшӗнче район центрӗнчи социаллӑ пурнӑҫпа кану пӗрлешӗвӗнче иртӗ. Унта пикесен хӑйсен мӗнпе кӑсӑкланнипе паллаштарма, ҫанталӑка юратма чӗнсе (ара, конкурса ҫӗршыв шайӗнче кӑҫал йышӑннӑ ҫутҫанталӑка хӳтӗлемелли ҫулталӑка халалланӑ-ҫке) калама тата ытти енпе ӑсталӑха кӑтартма тивӗ.

 

Ҫак вӑхӑтра «Отель в национальном стиле» (чӑв. «Халӑх стилӗпе илемлетнӗ хӑна ҫурчӗ») конкурс пырать иккен. Унта ятарлӑ проектпа пирӗннисем те тухнӑ. Сӑмахран, Олег Владимиров сӗннӗ «Чӑваш хӑна ҫурчӗ» унта пур.

Олег Владимиров архитектор сӗннӗ проектра 8 пӳлӗмлӗ хӑна ҫурчӗ (унтах кафе пулмалла), ампарпа лаша витине пӗрлештерекен музей, чӑваш мунчи тата ҫуллахи чатӑр пулмалла. Пӗтӗмӗшле ҫак комплекс 2 гектар патнелле йышӑнмалла. Проекта ӑнлантаракан текстра кӑтартнӑ тӑрӑх ҫуртсене чӑвашсен йӑлипе вырнаҫтарнӑ. Музей ҫурчӗ йывӑҫран пулмалла — чӗнтӗр чӳречеллӗ, крыльцаллӑ. Хӑна ҫурчӗ йывӑҫ тата чул ҫуртсен пӗрлӗхне кӑтартса памалла — ҫапла май хулапа ял пӗр-пӗринпе тачӑ тӑни сӑнланмалла. Проекта Чӗмпӗрте пурнӑҫламалла.

Конкурсра халь сасӑлав тапхӑрӗ пырать. Олег Владимировӑн ӗҫӗшӗн сасӑлама ҫак адреспа кӗмелле — hotel2013.archdialog.ru/archives/139, унта Олег Владимировӑн ятне тупмалла та «Vote» ҫине пусмалла.

Конкурса ҫавӑн пекех Шупашкарта пурӑнакан Сакмарова Александра хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ, анчах унӑн ӗҫӗпе сайтра паллашма май ҫук.

Малалла...

 

Пирӗн ҫӗршывра ҫак кунсенче «Раҫҫей хӗрарӑмӗ — 2013» пӗтӗм Раҫҫейри конкурс пырать. Регионсенчен унта кам хутшӑнассине палӑртма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Чӑваш ен чысне Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан, Татьяна Андреева музыка учителӗ хӳтӗлет.

Ҫак кунсенче конкурсӑн ҫурма финал тапхӑрӗ пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Хамӑр ентешӗмӗршӗн сасӑлас тесен http://woman-russia.ru/1000913 каҫӑпа кӗмелле е WR1000913 тесе ҫырса 4446 номер ҫине смс-ҫыру ямалла. Смс хакӗ вӑтамран 40 тенке кайса ларать-мӗн.

«Раҫҫей хӗрарӑмӗ — 2013» тупӑшӑвӑн финалӗ Раҫҫейӗн тӗп концерт залӗнче чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртмелле.

Татьяна Андреева сӑнӗсем (5)

 

Нумаях пулмасть Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче «Икӗ ҫӑлтӑр: ветеран+мӑнук» конкурса пысӑк гала-концертпа вӗҫленӗ.

Ӑна ирттерес шухӑша ветерансем хӑйсем палӑртнӑ-мӗн. Шупашкар хула пуҫлӑхӗпе администрацийӗ, республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви тата маларах асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ ватӑсен сӗнӗвне ырланӑ.

Конкурс хутшӑннисенчен чи ҫамрӑкки 4-5 ҫулсенчи Анастасия, Дионис тата Евгений пулнӑ. Конкурса хутшӑннисене кашнинех парнепе хавхалантарнӑ.

Сӑнсем (27)

 

Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе ҫамрӑк композиторсен республикӑри II уҫӑ конкурсне ирттересси пирки пӗлтерет. «Атӑл ачисем» ят панӑскерте хутшӑнас тесен заявкӑсене ҫитес уйӑхӑн 18-мӗшӗччен музыка училищинче йышӑнаҫҫӗ. Конкурс юпан 19-мӗшӗнче пулӗ.

Унта ача-пӑча музыка шкулӗсенче вӗренекен 12–15 ҫулсенчи ачасене тата музыка училищисенче, колледжсенче, ӳнер училищисемпе аслӑ шкулсенче вӗренекен 16–20 ҫулхи ачасене йыхравлаҫҫӗ. Конкурса Федор Павлов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

 

«Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнекене кӗнӗ ӳкерчӗк
«Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнекене кӗнӗ ӳкерчӗк

Чӑваш халӑх сайчӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене кӗнекен кӑларасси пирки те, ӑна илемлетме пуҫарнӑ «Ҫӑлтӑрпа ҫӑлкуҫ сӑнарӗ» ӳнер конкурсӗ пирки те пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Шел те, ӳкерекенсем нумаййӑнах тупанмарӗҫ-ха — пӗртен пӗр Вӑрмар районӗнчи Тикаш тӗп шкулӗнчен 4 ӗҫ килчӗ.

Кӗнеке кӑларас ӗҫе эпир чӳк-раштав уйӑхӗсем тӗлне — «Чӑваш йӑмри» ӑмӑртӑва пӗтемлетиччен — вӗҫлесшӗн, ҫавӑнпа та, енчен те сирӗн хутшӑнма кӑмӑл пур пулсан сирӗнтен, ачасем, пулӑшу кӗтетпӗр. Аса илтеретпӗр, ӳнер ӑмӑртӑвне шкулта вӗренекен кашни ача хутшӑнма пултарать. Ӳкерчӗке кӑранташпа, гуашьпе тумалла, тӗс нумай пулмалла мар (хура-шурӑ пулсан та ҫитет). Ӑна кӗнекене кӗнӗ хайлав тӑрӑх ӳкермелле (хуть те хӑшне суйлама пулать). Ӗҫсене йышӑнас тапхӑра эпир кӑҫалхи юпа уйӑхӗ вӗҫлениччен тӑсрӑмӑр.

Ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн электронлӑ ӗнентерӳ хутне ҫеҫ ярса парӑпӑр. Кӗнекене вырнаҫма тивӗҫлӗ ӗҫ авторне эпир сӑвӑ-калав пуххине парнелӗпӗр.

Кӗнекене кӗмелли хайлавсен йышӗпе кунта паллашма пултаратӑр: http://docme.

Малалла...

 

Анчах кӗрешсе мар. Ҫапах та тупӑшма тивех. Юрӗ, ӑнланмалла калар-ха.

Пирӗн республикӑра чи илемлӗ те хӑтлӑ вырӑна палӑртассипе ҫулсеренех конкурс ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та пулӗ вӑл. Унта, ытти ҫулти евӗрех, Патӑрьел районӗ хастар хутшӑнать. Кӑҫал вӑл конкурса тӑватӑ енпе материал тӑратнӑ: социаллӑ сфера учрежденийӗсем, кану вырӑнӗсем, уйрӑм ҫынсем пурӑнакан урамсем тата уйрӑм ҫынсен хушма хуҫалӑхӗсен хушшинче. Малтан асӑннӑ номинацие район центрӗнчи «Паттӑр» ача-пӑчапа спорт шкулӗ тупӑшӑва тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Патӑрьелти почта уйрӑмӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Шӑнкӑртам ялӗнчи Минхайдер Валитов урамӗ, тӑваттӑмӗшӗнче — Патӑрьелти Мир урамӗнче пурӑнакан Тазетдиновсем.

Хальлӗхе вара ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртасса кӗтмелли ҫеҫ юлать. Сӑмах май, унчченхи ҫулсенче патӑрьелсем кашнинчех палӑрнӑ.

Сансем (6)

 

Конкурс саманчӗ
Конкурс саманчӗ

Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр ялӗ ҫывӑхӗнче ҫурт тӑвӑмӗнче усӑ курмашкӑн хӑйӑр кӑларма пулать. Ҫутҫанталӑкӑн ҫак пуянлӑхӗпе усӑ курма ирӗк пама ятарлӑ конкурс ирттерсех палӑртнӑ. Ӑна республикӑн Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министерстви йӗркеленӗ.

Конкурса ултӑ предприяти хутшӑннӑ: «КарьерМ», «Эткер», «ТехноСити», «Элегант», «Водоканал», «Комсомольскагропромхими» тулли мар яваплӑ обществӑсем. Хӑйӑра илме «Комсомольскагропромхими» тивӗҫнӗ. Унпа вӑл 25 ҫул усӑ курайӗ.

 

Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫамрӑк опера юрӑҫисен М.Д. Михайлов ячӗпе хисепленекен Пӗтӗм тӗнчери III конкурс уҫӑлать.

Пӗрремӗш хут ирттернӗ чух унта хамӑр республикӑрисемсӗр пуҫне Мускаври тата Китайри юрӑҫсем хутшӑннӑ пулнӑ. Халӗ, ав, ун анлӑшӗ сарӑлса пырать. Иккӗмӗш хут ирттернӗ чух тӗрлӗ ҫӗршыври 70 ытла юрӑҫ пухӑннӑ-мӗн. Конкурса ирттерме П.И. Чайковский ячӗллӗ вырӑс наци культурин фончӗ пулӑшать иккен. Кӑҫалхине хутшӑнма 40 ытла заявка килнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 130, 131, 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, [140], 141, 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 19

1878
146
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
109
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
37
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
33
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть