Шупашкарти 177-мӗш «Мерчен» ача пахчи мӗн уҫӑлнӑранпа, 1990 ҫултанпа, ачасене наци культурипе туслаштарма тӑрӑшать. Ачасене чӑваш наци культурипе ытларах кӑсӑклантарас тӗллевпе унта ҫулсерен ака уйӑхӗнче чӑваш культурин эрнелӗхӗ иртет.
Ача пахчинче «Халӑх тумӗн уявӗ» мероприятие ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Унта чӑвашсен, вырӑссен, тутарсен тумӗсем пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫал ку уяв ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Унта шӑпӑрлансем, ашшӗ-амӑшӗсем хутшӑннӑ. Уявра ЧНКн Президиум пайташӗ Г.Л.Никифоров та пулнӑ.
Мероприятире «Мерчен» ача пахчин воспитателӗсен ушкӑнӗ тата ачасен «Ҫӑлкуҫ» ушкӑнӗ халӑх тумӗсене кӑтартнӑ, чӑваш, тутар, вырӑс юррисене шӑрантарнӑ, ташланӑ, наци вӑййисене вылянӑ.
Унтах «Чӑваш тӗрри» курав йӗркеленӗ. Куравра хӗрарӑмсен капӑрӗсем, тутарсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗ тюпетейка хутшӑннӑ.
Халӑх тумӗсем ачасене питӗ килӗшнӗ. Халӗ ача пахчи Маргарита Антонова заведующи ертсе пынипе «Акатуя» хатӗрленет.