Тутарстанри журналист Светлана Садыкова пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 18-мӗшӗнче чӑвашсемшӗн Хусанти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче кӑмӑллӑ тӗлпулу иртнӗ.
Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ Чӑваш наци культура центрӗн хастарӗсем Турци хӑнисене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Турккӑсем икӗ халӑх хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсе пынине палӑртнӑ. Вӗсем чӑваш чӗлхине хӑйсем патӗнче тишкернине, вӗреннине каласа кӑтартнӑ. Тӗлпулури калаҫу та чӑвашлах иртнӗ.
Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Бюлент Байрам каланӑ тӑрӑх, тӗрӗк чӗлхине лайӑх пӗлекен чӑвашла та ҫӑмӑллӑнах вӗренет. Вӑл чӑвашла пупленине пӗрремӗш хут Хусанта илтнӗ. Унтанпа вӑл чӑваш чӗлхипе тӗплӗнрех паллашасшӑн пулнӑ. Вӗсем хӑйсем патӗнче чӑвашла-турккӑлла словарь те кӑларнӑ.
Турккӑсем Геннадий Айхин ниҫта та пичетленмен сӑввисемпе кӗнеке кӑларасшӑн. Айхи чӑвашла тата вырӑсла сӑввисене Турцире хӑварнӑ. Кӗнекене Тутарстана та, Шупашкара та ярса парасшӑн.
Тутарстанри ЧНК ҫумӗнчи Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн председателӗ Николай Сорокин турккӑсем чӑвашла лайӑх калаҫнинчен тӗлӗннӗ. Ара, кунта пурӑнакан чӑвашсем те чӗлхене манса пыраҫҫӗ вӗт. Турккӑсем вара калаҫнӑ чухне пӗр вырӑс сӑмахӗ те илтӗнмен.
Бюлент Байрам чӑваш ҫамрӑкӗсене хӑйсем патне вӗренме пыма чӗннӗ. Ку ҫыхӑнӑва тата вӑйлӑрах аталанма май парасса палӑртнӑ.