«Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу уҫӑлнӑ кун хулари тӗп урамсенче хӑш-пӗр транспортсене ҫӳреме чарӗҫ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Ҫав кун ҫынсене хӑйсен транспорчӗпе ҫула тухма сӗнмеҫҫӗ. «Спорт бульварӗ» проект ӗҫленӗ чухне, юпан 9-мӗшӗнче, ирхи 1 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен Карл Маркс урамӗ Воробьев композиторсен урамӗпе хӗресленнӗ таран, Воробьев композиторсен урамӗ Ярославль урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан Президент бульварӗ таран транспортсем ҫӳрессине чакарӗҫ. Юпан 8-мӗшӗнче 20 сехетрен пуҫласа юпан 9-мӗшӗнчи 19 сехетчен ҫав урамсенче транспортсен стоянки пурин валли те ӗҫлемӗ. «Спорт бульварӗ» маршрут ҫинче хӑварнӑ автомобильсене эвакуацилеҫҫӗ. Ку ыйтупа 24-27-70 тата 62-00-22 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравалса пӗлме пулать.
Юпан 9-мӗшӗнче хӑнасем килекен транспортсене оперӑпа балет театрӗ, Юханшыв порчӗ, Анне монуменчӗ умӗнче лартма юрать. Авӑнӑн 29-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 15-мӗшӗччен «Хальхи спорт. Инновацисемпе малашлӑх» пӗтӗм тӗнчери курав ӗҫленӗ вӑхӑтра Республика тӳремӗ енчен Карл Маркс урамӗн сылтӑм ҫулӗпе 36-мӗш ҫуртран пуҫласа 38-мӗш таран, Республика тӳремӗпе Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртран пуҫласа Карл Маркс урамӗнчи 38-мӗш ҫурт таран транспортсене ҫӳреме чакарӗҫ.