Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлакан фонд ӗнер пирӗн республикӑра тӗрӗслев пуҫланӑ.
Хаклавҫӑсем нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли адреслӑ программӑсем регионсенче епле пурнӑҫланнине палӑртас тӗллев лартнӑ. Кунсӑр пуҫне ишӗлекен ҫурт-йӗртен ҫынсене куҫарасси епле пулса пынине те пӑхӗҫ. Вӗсен тепӗр тӗллевӗ — асӑннӑ фондран укҫа-тенкӗ уйӑрасси республикӑра епле шайрине палӑртасси. Асӑннӑ патшалӑх корпорацийӗн ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗччен тӗрӗслӗҫ.
Тӗрӗслев пуҫланнӑ май ӗнер Чӑваш Енӗн Стройминӗн, Чӑваш Ен прокуратурин, Раҫҫейӗн Общество палатин, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсене пухса канашлу ирттернӗ. Фонд элчисем хӑй укҫа уйӑрнӑ муниципалитетсене те ҫитме палӑртать. Ҫав шутра Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар районӗсене асӑннӑ.