Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Елчӗкре «Чӑваш чӗлхи, тӑван ен культури, чӑвашлӑх ыйтӑвӗсем» темӑпа семинар иртрӗ. Ӑна йӗркеленӗ Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн ертӳҫи Нина Левая пулчӗ.
Ӗҫлӗ калаҫӑва Шупашкартан «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ, чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ А.П.Леонтьев, «Тӑван ен культури» кӗнекесен авторӗ Е.А.Михайлова (Енькка), ЧР учителӗсен ассоциацийӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Г.Н.Никифоров, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сотрудникӗ Эктор Алос-и-Фонт, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн доценчӗ Н.Г.Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ В.М. Семенов килсе ҫитрӗҫ. Ҫавӑн пекех Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Комсомольски районӗсенчи чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен культури, истори вӗрентекенӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин канӑшлава хутшӑнакансене Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламларӗ, ӑнӑҫу сунчӗ.
Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентес ыйтупа Г.Никифоров, З.Свеклова вӗрентекенсем сӑмах илчӗҫ. Вӗсем чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентес ӗҫри ҫӗнӗлӗхсем пирки чарӑнса тӑчӗҫ, тӗрлӗ кирлӗ сӗнӳсем пачӗҫ. Е. Енькка тӑван халӑх культурине, йӑли-йӗркине, несӗлӗмӗрсен кун-ҫулне кашни шкул ачин ӑша хывса вӗренсе пымаллине палӑртрӗ. А.Леонтьев паянхи чӑваш хаҫачӗсен пӗлтерӗшне палӑртрӗ.
Тӗрлӗ ыйтусемпе В. Вастулова, А. Смирнов музей ӗҫченӗсем, А. Лакачова воспитательница тата ыттисем те тухса калаҫрӗҫ. Чылай ырӑ, ӑшӑ сӑмах янӑрарӗ семинарта.
Пухӑннисене илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе «Варкӑш» ансамбль савӑнтарчӗ.
Migulaj // 8139.4.2696
2014.04.26 17:31 | |
Кунта эпĕ çырнине мĕн сăлтав пирки хуратса хунă? |