Вӑрмар районӗнчи Тикаш ял тӑрӑхӗнче район администрацийӗн кунӗ иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ кун пек мероприятие вырӑнти ял тӑрӑхӗсене пулӑшу кӳрессипе йӗркелеҫҫӗ иккен. Вырӑнсенче йӑнӑш тунине тупса палӑртассишӗн мар, асӑрхасан епле тӳрлетмеллине вӗрентессишӗн тесе ӗнентереҫҫӗ.
Ҫак эрнере районтан тӗп вулавӑшӑн методпай пуҫлӑхӗ Татьяна Федорова, райадминистрацин экономика, промышленноҫ тата суту-илӳ пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Альбина Ильина, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин опекӑпа попечитель секторӗн ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе ӗҫлекен тӗп специалисчӗ Людмила Павлова пырса ҫитнӗ. «Малтанах вӗсем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Валерий Черкасовпа кулленхи тата пӗтӗмӗшле ыйтусене сӳтсе яврӗҫ», — тесе хыпарлать ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Нарсов. Унтан хайхисем тӗрӗслеве тытӑннӑ. Районти вулавӑш ӗҫченӗ ялти вулавӑша хакланӑ. Экономика пайӗн специалисчӗ ялти лавккасенче потребительсен правине пӑснипе пӑсманнине тӗрӗсленӗ. Ҫул ҫитменисемшӗн яваплӑ ӗҫчен Тикашри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. Унтан вӑл ял тӑрӑхӗн йӗркене пӑсассине хирӗҫ ӗҫлекен канашӗн ӗҫне пахаласа хӑш-пӗр асӑрхаттару тунӑ.