Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарти логопедсем Ӗпхӳри конкурсра палӑрнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 21.11.2026 18:52 | 14 хут пӑхнӑ
Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар хулинчи логопед-вӗрентекенсем Ирина Статеева, Татьяна Статеева тата Сусанна Отнюшкова Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче иртнӗ «Чи лайӑх педагогика династийӗ» конкурсра «Ӗмӗртен ӗмӗре» номинацире ҫӗнтернӗ.

Статеевсен-Балиновсен пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ 499 ҫулпа танлашнӑ. Династири ҫынсем ача пахчисенче япӑх калаҫакан шӑпӑрлансемпе ӗҫлеҫҫӗ. Ӗпхӳ хулинче иртнӗ финалта вӗсем ҫемье историйӗпе паллаштарнӑ, хӑйсен методикисене хӳтӗленӗ, Акмулла колледжен студенчӗсемпе занятисем ирттернӗ.

Икӗ куна тӑсӑлнӑ конкурс хыҫҫӑн йӗркелӳҫӗсем тата партнерсем Шупашкар хулинчи педагогсене, ҫавӑн пекех ытти ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене парнесем, наградӑсем панӑ.

#Шупашкар, #вӗрентекенсем, #конкурссем, #Ӗпхӳ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-191629825_86462
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем