Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш патшалӑх филармонийӗ 90 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, унта уяв иртнӗ. Коллектива паллӑ кунпа саламлама республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗ республикӑра ҫеҫ мар, ҫӗршывра та чи аслӑ концерт организацийӗсенчен пӗри шутланать. Пӗрремӗш филармонисем XIX ӗмӗрте Санкт-Петербург, Мускав тата Кавказри Минеральные Воды хулисенче уҫӑлнӑ. 1936 ҫулта ҫӗршывра ултӑ филармони уҫнӑ. Вӗсен шутӗнче — Курскра, Свердловскра (халӗ Екатеринбург), Пермьре, Тверьте, Волгоградра тата Шупашкарта.
Чӑваш филармонийӗн кун-ҫулӗ 1936 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Коллективӑн пӗрремӗш директорӗ Иосиф Люблин паллӑ пианист тата композитор пулнӑ.
