Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Йӗпреҫ районӗнче спорт шкулӗ уҫасса уҫнӑ та анчах унта кирлӗ оборудование туянса ҫитермен.
«Патвар» спорт шкулне вырӑнти прокуратура тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн чухне надзор органӗ унти хӑш-пӗр кӑлтӑка тупса палӑртнӑ.
Спорт шкулӗнчи бассейнта, сӑмахран, ачасене ишме вӗрентнӗ чух кирлӗ инвентарь ҫук. Ҫав шутра стена ҫине ҫӑкса хумаллаӑ тӑватӑ сехет юппиллӗ секундомер, ҫурӑм ҫинче ишме вӗреннӗ чух кирлӗ старт тренажерӗ. Кӗрешме вӗрентекен залра та кирлӗ оборудовнаи пулман: ятарлӑ тренажер, йывӑр атлетика помосчӗ, ытти хатӗр-хӗтӗр туянман.
Кӑлтӑка пӗтерме хушса надзор органӗ хут ҫырнӑ, ӑна спорт шкулӗн директорӗн ячӗпе шӑрҫӑланӑ.
