Ӗнер каҫхине Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫуртра 9-мӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем 16 ҫынна эвакуациленӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пушар кил хуҫи хӗрарӑмӗн 19-ти мӑнукне пула тухнӑ. Вӑл пирус туртнӑ чухне ӑна сӳнтемесӗрех ҫывӑрса кайнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче килте вӑл кӑна пулнӑ. Юрать-ха, каччӑ хӑй тӗллӗнех урама тухса ӗлкӗрнӗ. Подъездра тӗтӗм саралнӑран ҫӑлавҫӑсен 16 ҫунна урама илсе тухма тивнӗ. Вӗсенчен 6-шӗ – ачасем.
Ҫӑлавҫӑсем пушара 40 минутра ҫӳнтернӗ.