Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Валери Туркай сӑввисен ҫӗнӗ пуххи сӑвӑҫ 60 ҫул тултарнӑ ятпа кун ҫути курнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 15.04.2021 10:39 | 2492 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 60 ҫул тултараканскер, хӑйӗн черетлӗ юбилейне сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе кӗтсе илет — ырми-канми сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ ҫырать, тӗрлӗ халӑхсен паллӑ поэчӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарать, вулакана ҫине-ҫинех ҫӗнӗ паха кӗнеке парнелет.

Нумаях пулмасть Шупашкарта вырӑссен ку чухнехи паллӑ поэчӗн Юрий Щербаковӑн (Аҫтӑрхан хули) В.Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Казаксен юрри» тата Валери Туркайӑн Раҫҫейри паллӑ сӑвӑҫсем тӗрлӗ ҫулсенче вырӑсла куҫарнӑ сӑввисен «Навсегда я выбрал этот путь» пуххи вулакан патне ҫитрӗҫ. Кӗҫех поэзие юратакансем Тутарстан халӑх поэчӗн, Раҫҫей Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Ренат Харисӑн В.Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Кӗрхи чечексем» пуххипе паллашма пултарӗҫ.

Тин кӑна Шупашкарта паллӑ сӑвӑҫӑн юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ сӑввисемпе Гавриил Державинӑн, Михаил Лермонтовӑн, Анна Ахматован, Иван Бунинӑн, Николай Гумилевӑн, Марина Цветаеван, Борис Пастернакӑн тата Евгений Евтушенкон В.Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Ҫунать-ха вучахӑм, ҫунать!...» ятлӑ пуххи кун ҫути курнӑ. Ку ретре вырӑссен аслӑ поэчӗн Гавриил Державинӑн В.Туркай чӑвашла куҫарнӑ, пӗтӗм тӗнче пӗлекен «Турӑ» оди уйрӑмах паллӑ вырӑн йышӑнать.

#культура, #пултарулӑх, #кӗнекесем, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1959.73.4159
2021.04.15 15:36
Agabazar
Çурта çунатчĕ сак синче, çурта çунатчĕ (с)
Валери ТУРКАЙ // 2111.12.3679
2021.04.15 21:50
Маке сассӑрсене памастӑр, шипкӑ умнӑйсем?
Е сире ҪАК КӖНЕКЕ кун ҫути курни савӑнтармасть-и?..
Эсир, анонимчик-керрройсем, кӑларса курӑр малтан ҪАКӐН ПЕК кӗнеке, вара, выҫӑ шакалсем пек, каллех тапӑнӑр Валери Туркая!.. Йерӗннӗ те, йерӗнетӗп те эп сиртен - суя суперпатриотсем!
ЭСИР тумастӑр, Гибеч тумасть паян Чӑваш Халӑхӗн Пуласлӑхне, Станьял тӑвать, Мустаев тӑвать, Николай Плотников тӑвать, Валери Туркай тӑвать. Тав Турра - кун пек чӑваш паян пин-пин!
Ҫӑрӑлӑр малашне те хӑвӑрӑн шурлӑхӑрта, ҫӑрӑлӑр!
Валери Туркай. 89278555480
Вулакан // 1693.65.2013
2021.04.17 13:06
Туркай ним сӑлтавсӑр ыттисене кӳрентерсе ҫырать.Кун пек усал ҫын чӗринче ӑшӑ та илемлӗ чӑн-чӑн сӑвӑ ҫуралас ҫук.Кайса пӑхӑр Каҫал тӑрӑхне,вуламаҫҫӗ вӗт ӑна.Туркай камне те пӗлсе ҫитрӗҫ пулас.Ун пек хӑйне-хӑй мухтаса кӑшкӑрса ҫӳрекен пӗр сӑвӑҫ та ҫук.Ҫакӑ вӑл пач та чӑвашла мар.Ҫавӑнпа ӗнтӗ унӑн вӗт-шакӑр сӑввисем пирки сас паракан ӑсчахсем ҫук.Паллах,калаҫмалӑх,тишкермелӗх сӑлтав ҫукран.Хаярлӑхпа курайманлӑх пач та поэзи тусӗсем мар!
Кулман Мучи // 4181.21.7899
2021.04.18 23:54
Н-да-с, утнаккă, куллен-кун йÿтесех пырать пулас пĕри...
Agabazar // 3322.71.2539
2021.04.21 14:37
Agabazar
Валери Туркай кампа «çапăçать»?
Иван // 8294-8266
2021.04.23 21:10
Валери Тургай никампа та ҫапӑмасть. Вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене уҫҫӑн пире пӗлтереть. Хӑй майлӑ, анчах та сӑлтавсӑр мар!!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем