Шупашкарти Николаев урамӗнче 17-мӗш ҫуртра пурӑнакансем «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен подъездӗнче арҫын пурӑнать-мӗн.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, малтан вӑл ҫак ҫуртри пӗр хваттерте пурӑннӑ. Анчах пӗрмай эрех ӗҫекенскере пӗртӑванӗ кӑларса янӑ. Халӗ вӑл подъездра ҫӗр каҫать. Унтах эрех ӗҫет. Ҫавӑнпа подъездра лайӑх мар шӑршӑ сарӑлнӑ.
Арҫын кӳршисене пӗлтернӗ тӑрӑх, хутран-ситрен ӑна хваттере ҫӑвӑнма, япалисене ҫума кӗртеҫҫӗ. Вӑл подъездра кӗнеке те вуласа выртать.
Тирпейлӳҫӗ подъезда, ҫав шутра арҫын выртса тӑракан вырӑна та, кулленех тасатать. Ҫынсем участковӑя пӗрре мар чӗннӗ. Вӑл ҫемьере мӗн пулса иртнине пӗлет, анчах нимӗн те тӑваймасть.