Ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе ӗҫлекен дирекцине килсе ҫитнӗ ҫӗнӗ 23 «Арена» авторегистратор комплекчӗсем малашне сыхлӗҫ. Куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстерме юратакансем пирӗн республикӑра та самаях ҫитӗреклӗ. Ҫул ҫинче «вӗҫме» кӑмӑлаканнисене пула 2012 ҫулта автоинспекци пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх 2 060 авари шута илнӗ, вӗсенче 265 ҫын вилнӗ, 28 652 ҫын аманнӑ.
«Ҫӗнӗ регистраторсене республикӑн хӑш лаптӑкне лартассине ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче–ҫӗртме пуҫламӗшӗнче ӑмӑрту ирттерсе татса парӗҫ. Кун хыҫҫӑн вара куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстерме юратакансемпе кӗрешекен приборсене вырнаҫтарма пуҫлӗҫ», — пӗлтерет ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне ӳстерекен дирекци пуҫлӑхӗ Владимир Баженов.
Калаҫусем тӑрӑх, акан 29-мӗшӗнче килсе ҫитнӗ 23 ҫӗнӗ фоторегистратора Улатӑр, Ҫӗрпӳ, Канаш тата Комсомольски районӗсенче вырнаҫтарасшӑн.
Тен, чӑн та, ҫӗнӗ авторегистраторсем ҫул ҫинчи йывӑр лару-тӑрӑва улӑштарӗҫ, автомобилистсене ҫулҫӳреври ятарлӑ йӗркесене пӑхӑнма вӗрентӗҫ — ҫакна шанас килет.