Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.5 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: «День Победы» юрра чӑвашла шӑрантарӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 05.05.2020 13:53 | 1620 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Федерацин Атӑлҫи округӗнче «Наш День Победы» (чӑв. Пирӗн Ҫӗнтерӳ кунӗ) юрӑ марафонӗ пырать. Вӑл округри тӗрлӗ регионти юрӑҫсене пӗр пысӑк коллектива пухать. Музыка ансамблӗсем «День Победы» (музыки — Давид Тухмановӑн, сӑмахӗсем — Владимир Харитоновӑн) хӑйсен наци чӗлхисемпе шӑрантарса эстафетӑна пӗрне-пӗри параҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче паллӑ юрӑ чӑвашла янӑрӗ. Ӑна клип евӗр ӳкернӗ. Клипа «Россия 1» тата «Россия 24» телеканалсен регионсенчи эфирӗсенче, ҫавӑн пекех халӑх сечӗсенче кӑтартӗҫ.

Видеоролика Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче, Ҫар мухтавӗн музейӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ӳкернӗ. Юрра шӑрантарма Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн артисчӗсем, «Соловушки» хор «Классика» юрӑ капелли, «Живи и помни» ансамбль, паллӑ юрӑҫсем хутшӑннӑ.

Юрӑ сӑмахӗсене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер чӑвашла куҫарнӑ.

#культура ҫурчӗсем, #ансамбльсем, #музейсем, #артистсем, #марафон, #культура, #астӑвӑм, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #телекурав, #Шупашкар, #халӑх ушкӑнӗсем, #театрсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 9838.8.0346
2020.05.06 16:15
Agabazar
Юрий Сементер куçарнă пулсан, шанма пулать.
Agabazar // 5699.9.0530
2020.05.10 07:32
Agabazar
Чăвашла текса кăтартăр-ха, тархасшăн. Е вăл халлĕхе вăрттăнлăх шутланать-и?
Евгений Мадуров // 3115.13.3841
2020.05.11 20:21
Флешмобра *День Победы* юрă пĕтĕмпех хамăр чĕлхепе пулса тухаймарĕ. Кашни регион хăй чĕлхипе юрлать тесе хыпарланă пулсан та чăвашла-вырăсла хутăш юрларĕç. Сăмах май, ку юрра Валерий Раштав та чăвашла аван куçарнă.
Agabazar // 2073.64.9341
2020.05.12 09:03
Agabazar
Çапла çав, ĕмĕтленнисем пулсах пыраймаççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем