 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Тӗлӗнмелле ҫак пӑтӑрмах пирки Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Турцинче ӗҫлесе пурӑнакан Надина Джавадова Фейсбукра ҫырса пӗлтернӗ.
Вӑл икӗ ҫул каялла тӑван ене килнӗ. Шупашкарта унӑн аптекӑна кайма тивнӗ. «Чӑвашра пулнипе хӗпӗртесе кайса-ши, сутуҫӑпа чӑвашла калаҫас терӗм.
Анчах та, кӗтмен ҫӗртен шовинистла сӑмахсем илтмелле пулчӗ: «Так прилично выглядите, а говорите по-чувашски», — терӗ куҫӗсене чарса пӑрахса, вырӑсла пӗлнӗ таран...», — ҫырса кӑтартнӑ ентешӗмӗр.
Тӑван республикӑмӑрта наци чӗлхипе калаҫакан чӑваш хӑйне хӳтӗлеме хӑтланни фармацевта ӳкӗте кӗртеймен. Вӑл хыҫран тем каласа вӑрҫса юлнӑ.
Ют ҫӗршывра, Раҫҫей турисчӗсем йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче, вырӑнтисем вырӑсла пӗлеҫҫӗ-ши тесе вырӑсла хӑюсӑррӑн сӑмах пуҫарнине ӑнланма пулать-ха. Анчах чӑваша килсен Шупашкарта чӑвашла калаҫма шикленни, чӑн та, тӗлӗнтермӗшех.




| Agabazar // 7972.7.6514 2020.05.03 16:01 | |
|  | Кам хута  кĕрет?  | 
| Вулакан // 4833.1.9346 2020.05.03 19:58 | |
| Джавардова мар, Джавадова, тÿрлетĕр, тархасшăн | |
| Микула // 9259.3.8429 2020.05.08 08:22 | |
| Хӑш аптекӑри ,хӑш сутӑҫ ? Чӑвашсен тен ҫав ятлӑ  аптека сетне пӑрӑнса иртсе каймалла ? Пирӗн вӗсем туллиех,«так прилично выглядите, а говорите по-чувашски» тенисемсӗрех ?  | |
