Етӗрне округӗнчи арҫын ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ салтакӑн картти ҫинчи 6 миллион тенке илсе хӑйӗн валли моторпа кимӗ туяннӑ, машина кредитне татнӑ. Анчах савӑнӑҫ нумая пыман — куншӑн унӑн судра явап тытма тивнӗ.
Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнлерех пулса иртнӗ: вилнӗ салтакӑн амӑшӗ еткерлӗхе хӑйӗн ҫине тунӑ чухне ывӑлӗн картти ҫинчи укҫа ҫуккине асӑрханӑ. Кайран вӑл ывӑлӗн пӗлӗшӗнче пулни ҫиеле тухнӑ — салтак отпуска килсен ӑна парса хӑварнӑ иккен.
Салтак вилсен вара пӗлӗшӗ картта унра пулнине ҫемйине пӗр сӑмах та шарламан. 2024 ҫулхи авӑн-раштав уйӑхӗсенче вӑл унти укҫана пӗчӗкшерӗн илсе пынӑ.
Арҫын пуҫиле ӗҫ пуҫарсанах салтак амӑшне пӗтӗм тӑкака саплаштарнӑ. Ҫапах суд ӑна 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплнӑ, 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Прокуратура ыйтнипе моторпа кимме патшалӑх валли туртса илнӗ. Ҫапах прокуратура приговор ытлашши ҫемҫе тесе шухӑшлать, машинӑна та конфискацилеме тавӑҫ тӑратнӑ. Ара, кредитне арҫын вӑрланӑ укҫапа тӳлесе татнӑ вӗт.