Олег Николаев Элтепер должноҫне йышӑннӑ хыҫҫӑн республика правительствине камсем кӗни паллӑ. Хушӑва вӑл ӗнер каҫхине алӑ пуснӑ.
Йыш – унчченхи пекех, пӗчӗк улшӑну кӑна. Строительство тата транспорт енӗпе ӗҫленӗ Максим Иванов кӑна ҫак йыша кӗмен.
Ҫавӑн пекех вакантлӑ тепӗр вырӑн пур. Вӑл – экономика аталанӑвӗпе ӗҫлекенни.
Хальлӗхе Элтепер патшалӑх службин ертӳҫисене палӑртман. Аса илтерер: Министрсен Кабинечӗн председательне Сергей Артамановах лартнине пӗлтернӗччӗ.