ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн ҫумӗ Александр Ефремов тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви комитечӗ унччен те ун тӗлӗшпе должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн пуҫиле пуҫарнӑ пулнӑ. Халӗ вара ҫак статьяпах ҫӗнӗ фактсем уҫӑлнӑ.
Следстви шухӑшӗпе, 2017 ҫулхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, эксперт комиссийӗн председателӗ пулнӑ май, вӑл коммерци организацине Ҫӗмӗрле районӗнче Сӑр ҫывӑхӗнчи вӑрман участокӗнче 2017 ҫулхи авӑнран пуҫласа 2018 ҫулхи авӑнччен хӑйӑр кӑларма ирӗк панӑ. Фирмӑн вара ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе усӑ курмалли лицензи 2017 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче пӗтнӗ. Ҫапла майпа хӑйӑр кӑларни ҫутҫанталӑка 5 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ.
Ҫавӑн пекех 35-ри Александр Ефремов патшалӑха 22 миллион ытла тенкӗ тӑкак кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫсене пӗр производствӑна пӗрлештернӗ.