Чӑваш Енре оперативлӑ службӑсене васкавлӑ чӗнмелли тытӑм ӗҫлесе кайнӑ. Унта «112» номерпе шӑнкӑравламалла. Унччен ку тытӑм тест режимӗнче кӑна ӗҫленӗ.
Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен республикӑра васкавлӑ службӑсене 112 номерпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Шӑнкӑрав кирек мӗнле телефонран та каять: стационарлинчен те, мобильникрен те. Счет ҫинче укҫа ҫук пулсан та, СИМ-карта лартмасан та шӑнкӑрав каять. Ку – тӳлевсӗр.
112 номерпе шӑнкӑравласа ҫитсен операторсем хӑйсемех задачӑна профильлӗ службӑсене ярӗҫ. Шӑнкӑравлакан ҫыннӑн телефон номерне, унӑн даннӑйӗсене, абонент ӑҫтине палӑртаҫҫӗ. Ҫапла майпа ҫынна пулӑшу парас ӗҫ хӑвӑтланать.
Чӑваш Енре шӑнкӑравсене йышӑнма ятарлӑ центр йӗркеленӗ. Специалистсем кунсерен 15-17 пин шӑнкӑрав йышӑнаҫҫӗ.