Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хальхи вӑхӑтра нумай чӑваш ялӗнче ачасем мӗн пӗчӗкрен вырӑсла калаҫса ӳҫеҫҫӗ. Уншӑн вӗсем айӑплӑ мар-ха: ывал-хӗрне аслисем, ашшӗ-амӑшӗ, ют чӗлхепе калаҫтарать.
Патӑрьел районӗнчи Пӑлпуҫ Пашьел ялӗнче вара вырӑсла калаҫакан ҫемьесем хальлӗхе пӗр-иккӗрен ытла мар-мӗн.
Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗнче 37 ҫул ӗҫлекен Светлана Никитина «Хыпар» издательство ҫуртне ҫапларах каласа кӑтартнӑ: «Пирӗн ялти ҫынсем — тӗп хуларан аякран пурӑннипе-ши — вырӑсланман-ха. Пӗр-икӗ ҫемьере килте вырӑсла калаҫаҫҫӗ, ыттисем — чӑвашла».
Чӑваш чӗлхи вӗрентекен калашле, «килте пӗр-пӗринпе вырӑсла хутшӑнма тытӑнни — пысӑк чӑрмав, мӗншӗн тесен ачан ӑс-тӑнӗ, тавра курӑмӗ чи малтан ҫемьере аталанать. Ҫапла майпа ӑруран ӑрӑва куҫакан чӗлхе татӑлать».
