Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Ҫиле хирӗҫ. Е ҫиҫӗм пек ҫиҫсе иртни» — Валери Туркайӑн ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Иванова 12.08.2026 23:03 | 1077 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫак кунсенче Шупашкарта Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн «Ҫиле хирӗҫ. Е ҫиҫӗм пек ҫиҫсе иртни» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унта пурӗ 384 страница. Асӑннӑ кӗнекере сӑмах мӗн пирки пынине унти хӑшпӗр уйрӑм сыпӑксен ячӗсем те уҫса параҫҫӗ: «Анне», «Шкул алӑкӗ яри уҫӑлсан», «Историпе филологи факультечӗ», «Иосиф Дмитриев», «Геннадий Айхи», «Аркадий Айдак», «Андриян Григорьевич Николаев», «Писательсен союзӗ. Пропаганда бюровӗ», «ГИТИС» т.ыт.те.

Ҫак кӗнекене ҫырнӑ чухне сӑвӑҫ 1980 ҫултанпа хӑй кунсерен тенӗ пек тултарса пыракан кун кӗнекипе анлӑн усӑ курнӑ.

#кӗнекесем, #культура, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Пăшатан // 5514.7.1089
2026.08.13 15:41
Çĕнйĕркелÿ «кĕрлесе» çитнĕ-и?

Çапла, хушăран-хушă ун пекки те пулать. Шанчăксемпе май-меслетсен чÿречи яри! уçăлса каять.

Чăваш халăхĕ ун пек вăхăтсене кĕтсе илме хатĕр пулнă-и? Çывăрса юлман-и?

Ӳкĕнмеллисем çук-и?
Entri // 3700.50.5757
2026.08.13 23:04
Кĕнекине ăçта алла тытса курма, киле валли туянма пулать-ши, мĕн хак тăрать-ши?
Шĕшлĕ // 3322.71.2539
2026.08.14 06:40
Айтăр-ха кунта пафоса айккинелле тĕртер.

Мĕнле «парне»? Мĕне пĕлтерет апла калани? Авторĕ кĕнекине гонорарсăрах е грант-тавраш çине таянмасăрах кăларнине-и?
Валери ТУРКАЙ // 3575.55.3833
2026.08.14 09:35
Шĕшлĕ :"Айтăр-ха кунта пафоса айккинелле тĕртер".
Эс ăçта куратăн кунта пафос? Ăнлантарса парсам!
Валери ТУРКАЙ.
14.08.2026. Хырай Ĕнел
Валери ТУРКАЙ // 3575.55.3833
2026.08.14 19:44
Entri! Ман çĕнĕ кĕнекем сана чăнах та кирлех пулсан (вăл кунсерен сахаллансах пырать!) шăнкăравласам çак телефонпа: 89278555480. Валери ТУРКАЙ.
Шĕшлĕ // 2812.37.1731
2026.08.15 12:22
Пафос тени начар япала мар-тăр-ха вăл... Анчах та ăна айккинелле тĕртме сĕнме пулать-тĕр.

Парне (вырăсла дар е подарок, контекста кура). Кама та пулсан, лешне парăма кĕрттерсех теес пулать, панă мĕн те пулин, хуть те мĕн. Эп — сана, эс — мана. Кашнийĕ хăй шучĕпе (хăй енчĕкне пушатса). Парнийĕ патшалăх шучĕпе пулсан — ку патшалăх панă парне пулать. Уйрăм çынран килекен парне мар. Çав вăхăтрах, Чăваш Тĕнчи текен ăнлав хăй те патшалăх сыпăкĕ пулса тăрать. Çапларах кунта диалектика.
Ялтан // 7760.1.6463
2026.08.16 21:30
Тӗнчене парне тума пулатех-ши вара?Автор ытла пысӑклатса мӑнаҫланмасть-ши?Кӗнеке ҫыракан пайтах,анчах хӑй ӗҫне тӗнче шайӗпе виҫнине астумастӑп.
Валери ТУРКАЙ // 3575.55.3833
2026.08.17 03:58
ШĔШЛĔНЕ: Эс кукку пекех питĕ ăслă иккен!..
Шĕшлĕ // 2507.19.2764
2026.08.17 12:42
Эпир диалектикăна Гегель тăрăх мар вĕреннĕ (с).
Валери ТУРКАЙ // 3575.55.3833
2026.08.23 04:36
Мĕн, тăванăм, кĕвĕçетĕн-им?!
Кĕ-вĕ-çе-тĕн!!!
Эс вĕт КУН ПЕК ПАРНЕ нихăçан та никама та параймастăн!!!
Нихăçан та никама та!!!
Валери ТУРКАЙ,
23.08.2028. Хургада. Египет.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем